Шупашкарти Çĕнĕ хулара çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ
Паян Çĕнĕ хулара пурăнакансемшĕн, уйрăмах çамрăк çемьесемшĕн, савăнăçлă кун. Кунта 240 ачана йышăнма пултаракан çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Вăл - микрорайонта иккĕмĕш.
Асăннă ача садне "Демографи" наци проекчĕн шайĕнче тунă. Çак тĕллевпе 174 122,9 пин тенкĕ (федераци бюджетĕнчен - 147 193,7 пин тенкĕ) уйăрнă.
Ача садĕнче 13 ушкăн ĕçлĕ. Кунта физкультура тата музыка залĕсем, медицина блокĕ, хуралçăсен пÿлĕмĕ, апат-çимĕç блокĕ, кружок ĕçĕ валли пÿлĕмсем, кабинетсем, лифт пур.
"Чудоград" ача сачĕн хăйне евĕрлĕхĕ - ачасене пĕчĕкрен инженерипе техника профессийĕсем çинчен вĕрентни. Шкулчченхи учрежденири "Леголэнд" студире пĕчĕккисем полидрон, магмастер, роботехника, конструктор наборĕсем мĕн иккенне пĕлĕç, вĕсемпе усă курма вĕренĕç.
Çамрăк амăшĕ Наталия Никифорова савăннине пытармарĕ. "Çĕнĕ садик уçăлни пирĕншĕн, Çĕнĕ хулара пурăнакансемшĕн, çав тери пысăк парне. Эпир 2014 çултанпа çак микрорайонта. Ача 5 çулта, 205-мĕш ача сачĕн 1-мĕш корпусне çÿрет. Çĕнĕ садик çав тери кăмăла каять. Ăна кĕске вăхăтра хута ячĕç. Кунта пурăнакансем ачисене хулан тĕрлĕ кĕтесне илсе çÿреççĕ, тинех нушаланма пăрахĕç. Çĕнĕ хулара мана çав тери килĕшет, тăвансем те кунта хваттерсем туянчĕç. Кивĕ хулари çĕнĕ хула теес килет хамăр пурăнакăн вырăна", - пĕлтерчĕ вăл.
Злата Потрясилова - икĕ ача амăшĕ. Вăл аслă хĕрне ку таранччен хулан кăнтăр-хĕвел анăçĕнче вырнаçнă ача садне илсе çÿренĕ. Кĕçĕнни 3 çулта, ача садне çÿремен. "Шăнкăравласа кĕçĕннипе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, аслипе тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме каларĕç. Çулла ачасене яла тăвансем патне ăсатрăм, ĕçе тухрăм. Ача сачĕ уçăлман пулсан ĕçе пăрахма тиветчĕ пуль", - терĕ çамрăк амăшĕ кашни кун ачапа çул çинче çăмăл пулманнине палăртса.
Акă, тинех хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Сумлă хăнасем - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хула çыннисене уявпа саламларĕç, çулталăк вĕçĕччен Çĕнĕ хулара тепĕр 2 ача сачĕ уçма палăртнине пĕлтерчĕç.
Вера ШУМИЛОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас