Шупашкарта урам шăлакансене чысланă

16 Пуш, 2017

Шупашкарти Мускав районĕнче урамсене чи лайăх шăлакансене чысланă. Конкурс комиссийĕ асăрханă тăрăх, "Приволжский" бульварти 3-мĕш çурта тирпейлесе тăракан Тамара Тарасована çитекенни пулман.

Конкурсра чи лайăх ята тивĕçессишĕн 12-ĕн тупăшнă. Комисси юра кам епле тасатнине, контейнерсене пушатса тăнине, нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсен тăрăмне хакланă. Пĕрремĕш вырăна Тамара Тарасова тухнă пулсан, иккĕмĕшĕнче - Университет урамĕнчи 15-мĕш çурта тирпейлекен Марина Ефимова, виççĕмĕшĕнче - Университет урамĕнчи 25-мĕш тата Павлов мичман урамĕнчи 58-мĕш çуртсене тасатса тăракан Юлия Арсентьева. Тăрăшуллă тирпейлÿçĕсене 15, 10, 5-шер пин тенкĕ премипе хавхалантарнă.

  •     Паян, сăмах май, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсене професси уявĕпе Шупашкар хулин администрацийĕ сумлă уяв ирттерсе чыслама палăртнă.

Шупашкарти Мускав районĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Юрий КОНСТАНТИНОВ:

- Чи лайăх дворниксене хĕллехи вăхăтра хавхалантарас тĕллевпе ирттерекен конкурса 2016 çyлта пуçларăмăp. Ăна Шупашкар хулин администрацийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас