Шупашкарта ташлама вĕрентĕç

13 Утă, 2017

Шупашкарта кăçал та "Ташлакан хула" фестиваль иртет. Ăна улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Проекта ирттерме Шупашкар хула администрацийĕпе Чăваш Енĕн ташă спорчĕн федерацийĕ пулăшаççĕ. 

Ташлама Хĕрлĕ тÿремре çу каçипех хăнăхтарĕç. Ку ăсталăха алла илес кăмăллисене уяр çанталăкра эрнекунсерен, шăматкунсерен тата вырсарникунсерен 18 сехетре йыхравлаççĕ. Ташша юратакансене шăматкунсерен, 16 сехетре, Лакрей вăрманĕнче те хапăл. Унта "Ретро" стилĕллĕ канмалли кун" проект пурнăçланать.

Ташша юратакансене ку ăсталăхăн тĕрлĕ енне: сальсу тата хастл, танго тата свинг, бал ташши, street dance, вальс, бачата, блюз, ча-ча-ча - хăнăхтарĕç.  Занятие «Капелия», «Стиляги», «РИТМ», «ASTA-DANCE», «ФЛЭЙМ» ташă студийĕсемпе шкулĕсем ирттереççĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас