Шупашкарта Чапай чей ĕçме чĕнет

6 Çурла, 2017

Шупашкар хула кунне уявланă май çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта В.И. Чапаев ячĕллĕ скверта "Чапай чей ĕçме чĕнет" проекта хутшăнма йыхравлаççĕ. Вăл 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пырĕ.

Уява пынисем пĕр ĕмĕр каяллахи тапхăра таврăнайĕç. Чăн пурнăçра мар ĕнтĕ. Чей ĕçме пухăннă самантра. Иртсе кайнă саманана аса илтерекен тумтире кăтартĕç, вăл вăхăтри юрă-ташăпа паллаштарĕç, шурă урхамахпа ярăнтарĕç. Чапаев дивизийĕнчи çар çыннисем те унта пулĕç. Асăнмалăх-савăнмалăх сăн ÿкерĕнме май килĕ. "Чапай чей ĕçме чĕнет" проект Чапаев палăкĕ тавралла "Чапая ытала" вăйă картине тăнипе вĕçленĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас