Шупашкарта 1-мĕш класа йышăнаççĕ

30 Кăрлач, 2020

Хĕр-ывăл кăçал пуçласа парта хушшине лармалла-и? Ĕнер, кăрлачăн 29-мĕшĕнче, Шупашкарти шкулсенче 1-мĕш класа заявленисем йышăнма пуçланă.

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ заявление «Е-Услуги. Образование» автомат информаци тытăмĕпе усă курса регистрацилеме май пур. Çакна пурнăçламашкăн ашшĕ-амăшĕн хăйсем тĕллĕн е пĕлÿ паракан учрежденире Вĕрентÿ порталĕнче даннăйсене çырмалла. Кăрлачăн 29-мĕшĕнче 1200 заявлени ытла регистрациленĕ. Çирĕплетнĕ территорире регистрациленменнисене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче заявлени çыртарĕç.

Сăмах май, 2020-2021 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче 62 пĕлÿ паракан учреждени ĕçлĕ, 57-шĕнче 1-мĕш класа заявлени йышăнĕç. Кăçал 7700 ача парта хушшине лармалла.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сap.ru сайтри сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас