Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава вилнĕ

1 Çĕртме, 2020

Паян, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава (Кедров) пурнăçран уйрăлнă. Вăл больницăна лекни пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕлтерчĕç. Варнавăн ÿпки икĕ енĕпе шыçнă. Вăл реанимаци уйрăмне лекнĕ.

Владимир Кедров 1931 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Рязань облаçĕнчи Высокое ялĕнче чиркÿ çынни çемйинче çуралнă. 1945 çулта шкултан вĕренсе тухсан кун-çулне чиркÿпе çыхăнтарнă. Чăваш Енре 43 çул ĕçлесе пурăннă. «Чăвашсене, республикăна юратнăран çак вăхăтчен ĕçлетĕп те кунта. Хăй вăхăтĕнче Чулхулана, Рязане ĕçлеме куçарасшăнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Çут тĕнчене те çакăнтанах каятăп терĕм. Кунта – манăн иккĕмĕш тăван кил», – тенĕччĕ вăл Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне районсемпе хуласен парачĕпе уçнă чух.

Варнавăна юлашки çула ăсатассине йĕркелесе ирттерме Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушнипе паян Правительство комиссийĕ йĕркеленĕ.

www.hypar.ru cheb-eparhia.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас