Шупашкар чемпионата хатĕрленет

10 Ака, 2014

Правительство çуртĕнче çăмăл атлетсен Европа чемпионатне хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă.

Чăваш Ене çак кунсенче РФ çăмăл атлетика федерацийĕн генеральнăй секретарĕ Михаил Бутов тата спорт программисен пайĕн пуçлăхĕ Александр Порхомовский килнĕ. Ларура ăмăртăва мĕнле хатĕрленни çинчен Михаил Бутов каласа панă. "Командăсен чемпионачĕ - Европăри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ăмăрту. Унта суперлигăна кĕрекен чи вăйлă 12 команда хутшăнать, пурĕ 850 спортсмен. Вĕсенчен чи сумли - Раççей команди. Куракансен йышĕ - 20 пин ытла, журналистсем те чылай пулĕç. Вĕсене пирĕн чаплă уявпа тĕлĕнтермелле", - палăртнă вăл.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников спорт инфратытăмне, уйрăмах тĕп аренăна - "Олимпийский" стадиона - çĕнетесси, паянхи кун тĕлне мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинче чарăнса тăнă, командăсене вырнаçтармалли майсемпе те паллаштарнă. Ларура çавăн пекех ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева тухса калаçнă. Хăнасем хулари спорт объекчĕсене те çитсе курнă, юсав тата строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Аса илтеретпĕр: командăсен чемпионачĕ Шупашкарта 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче иртĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.