Шанăçпи урокĕсем

11 Çĕртме, 2014

«Алла диплом илнĕ чухне эпĕ анне чĕлхине вĕрентесси мĕн тери яваплине, тен, ăнкарсах та çитереймен пулĕ. Çулсем иртнĕçемĕн тăван чĕлхе тĕшшине ачасен чунне хывма тăрăшни турă панă ĕç пулнине ăнлантăм», - çирĕплетет Муркаш районĕнчи Юнкă вăтам шкул педагогĕ Надежда Шандимирова. Унăн вĕренекенĕсем республика, район шайĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче, ăслăлăх конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче - Кристина Ветлугина, Ольга Хлебкова, Марина Хошкина, Александр Тойгильдин, Лейла Игнатьева, Инесса Михайлова, Инесса Шандимирова, Екатерина Федорова... Ачасен çитĕнĕвĕ ăна пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма хавхалантарать.

«Вĕрентÿ методикине çĕнетес тĕлĕшпе темиçе çул ĕçлетĕп. Уроксене хăйне евĕрлĕ ирттерни те шкул ачисен пĕлÿ никĕсне çирĕплетме пулăшать. Вĕренекенсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе тăрăшатăп. Мĕн пытармалли - манăн йăл кулă та вĕсен кăмăлне уçать», - палăртать хĕрарăм. Ахальтен мар Надежда Вячеславовнăн Хисеп хучĕпе Диплом, Тав çырăвĕ нумай. Шкул тата ял библиотекисене хăтлăх кĕртнĕшĕн, кĕнекесемпе, хаçат-журналпа пуянлатнăшăн та ырă ята тивĕçнĕ вăл. Педагог гуманитари институчĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну тытать. Вĕсем те хĕрарăмăн хастарлăхĕпе пултарулăхне палăртмасăр хăварман.

Унăн ĕç пÿлĕмĕ те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Кунта чăвашлăх тĕнчи уçăлать тейĕн. Кашни сăн ÿкерчĕке, япалана тĕллевлĕ вырнаçтарни куç кĕрет. Ал ăсти чÿрече карри таранах хăй тĕрленĕ. Ахальтен мар «Ял шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литература чи хăтлă пÿлĕмĕ» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ вăл.

Надежда Вячеславовна сăвă çырма та, юрлама-ташлама та, тăван тăрăха тĕпчеме те вăй-хал çитерет, вăхăт тупать. Сăмах май, Шан Шанăçпи хушма ятпа сăвăсен кĕнеки пичетлесе кăларнă вăл.

«Чăвашсем мĕн авалтан ачи-пăчине ĕçе хăнăхтарса тата илеме курмашкăн, ăшă кăмăллă пулмашкăн, çын хушшинче хăйне килĕшÿллĕ тытмашкăн вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ăна ăс-тăнне аталантарма, кĕлеткине пиçĕхтерме майсем туса панă.

Ачасене пăхса ÿстересси çинчен калакан ăслăлăх - çĕр çинчи чи авалхи наукăсенчен пĕри. Вăл сĕм авалтанах аталанман тăк пĕр халăх та сыхланса юлман пулĕччĕ. Халăх педагогики - унăн çăлăнăçĕ, малашлăхĕ. Çамрăк ăрăва тăван халăхăн йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упрама вĕрентесси сăваплă ĕç тесе шухăшлатăп», - пĕтĕмлетет Надежда Шандимирова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.