Вĕрентÿ методики

11 Çĕртме, 2014

Шанăçпи урокĕсем

«Алла диплом илнĕ чухне эпĕ анне чĕлхине вĕрентесси мĕн тери яваплине, тен, ăнкарсах та çитереймен пулĕ. Çулсем иртнĕçемĕн тăван чĕлхе тĕшшине ачасен чунне хывма тăрăшни турă панă ĕç пулнине ăнлантăм», - çирĕплетет Муркаш районĕнчи Юнкă вăтам шкул педагогĕ Надежда Шандимирова. Унăн вĕренекенĕсем республика, район шайĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче, ăслăлăх конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче - Кристина Ветлугина, Ольга Хлебкова, Марина Хошкина, Александр Тойгильдин, Лейла Игнатьева, Инесса Михайлова, Инесса Шандимирова, Екатерина Федорова...