Мария РОМАНСКАЯ.

Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăри тыркассене шутланă. Федераци шайĕнчи уйрăмах сыхламалли вырăнта пурăнакансене кĕртмесĕр 1145 чĕр чуна шута илнĕ. Вĕсем республикăн 11 районĕнче тĕпленнĕ. Çĕрпÿри тыркас усравлăхĕнче, "Канаш" сунар хуçалăхĕнче, Етĕрне районĕнче çак чĕр чунăн йышĕ хушăннине палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе тыркассене 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма чарнă.

 

«Алла диплом илнĕ чухне эпĕ анне чĕлхине вĕрентесси мĕн тери яваплине, тен, ăнкарсах та çитереймен пулĕ. Çулсем иртнĕçемĕн тăван чĕлхе тĕшшине ачасен чунне хывма тăрăшни турă панă ĕç пулнине ăнлантăм», - çирĕплетет Муркаш районĕнчи Юнкă вăтам шкул педагогĕ Надежда Шандимирова. Унăн вĕренекенĕсем республика, район шайĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче, ăслăлăх конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче - Кристина Ветлугина, Ольга Хлебкова, Марина Хошкина, Александр Тойгильдин, Лейла Игнатьева, Инесса Михайлова, Инесса Шандимирова, Екатерина Федорова...

Шăрăхра ача-пăча та, çамрăксем те, аслă ăру çыннисем те шыв хĕррине васкаççĕ. Тем тесен те унта уçăрах. Шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине никамăн та манма юрамасть. Ача-пăча тĕлĕшпе аслисен уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Пĕчĕккисене мăн çынсемсĕр шыва кĕме ямалла мар. Çыран хĕрринче ачана пĕлĕшсемпе те ан хăварăр. Вĕсем ăна пăхса çитереймесен те пултараççĕ.

Пĕчĕк ачасен чăммасан лайăхрах, мĕншĕн тесен хăлхана шыв кĕрсен чир пуçланас хăрушлăх пур.

Унсăр пуçне çыран хĕрринчех вылякан шăпăрлана шыва ÿкесрен асăрхамалла.

Subscribe to Мария РОМАНСКАЯ.