Сĕнтĕрвăрри хула администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ
Сĕнтĕрвăрри хулинчи Депутатсен пухăвĕн ĕнерхи черетлĕ ларăвĕнче хула администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Ку должноçе Надежда Гладковăна шаннă.
Надежда Борисовна Шупашкар районĕнчи Сопаккассинче 1967 çулта çуралнă. Чылай çул Шупашкар районĕнче тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă. "Смак-Агро" предприятире директорăн çумĕнче пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн вăл 2016 çулхи çу уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Кăçалхи пуш уйăхĕнченпе Надежда Гладкова республикăн ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче тимленĕ. Хальхи çĕнĕ ĕçе вăл çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче кÿлĕнĕ.
Комментари хушас