Савăк кăмăл шырама инçе каймалла мар
Кăçал самолетсене Египета вĕçме чарчĕç, Турципе ăнланманлăх сиксе тухрĕ… Ахăртнех, хĕллехи каникула çав çĕршывсенче ирттерме палăртнисем хуйха ÿкрĕç. Ним пăшăрханмалли те çук. Канмалли кунсене Чăваш Енрех усăллă та интереслĕ ирттерме май пур! Кăçал республика çыннисемпе хăнасем валли чылай проект хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕри - «Пĕр район юмахĕ». Ку - Çĕнĕ çулхи хăйне евĕр çул çÿрев. Хăнасене Çĕнĕ Шупашкар хули, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсем йышăнĕç. Малалла вулас...