Павел Усанов савăнтарнă

12 Кăрлач, 2016

«Чăваш Енре канма вăхăт» проектпа килĕшÿллĕн кăрлачăн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Любэ» ушкăнăн бас-гитарисчĕн, «Встречный бой» ушкăн йĕркелÿçин, юрăсен авторĕн, композиторăн, преподавателĕн Павел Усановăн тата Юлиана Грин юрăçăн концерчĕ иртнĕ.

Малтанах Павел Усанов пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламланă, ырă суннă. «Раштавра» ятлă программăра куракансем халăх юратакан хитсемпе тата юратнă юрăсене итлесе киленнĕ, çавăн пекех çĕнĕ музыка произведенийĕсемпе паллашнă. Çĕнĕ Шупашкарсене Юлиана Грин та хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнланă. Концерт вăхăтĕнчех вĕсем куракансен ыйтăвĕсене хуравланă. Аса илтеретпĕр: Павел Усанов химиксен хулинче çуралса ÿснĕ. 2015 çулта нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче те вăл «Химик» культура керменĕн сцени çине тухнă. Ун чухне Павел Усанов концерта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.