Сапер пĕрре кăна йăнăшать…

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, профком председателĕ Надежда Смирнова тата Сергей Журавлев фотокорреспондент паян, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ĕçтешĕмĕр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Анатолий Семенов патне çитсе килнĕ.

Анатолий Семенович тивĕçлĕ канăва тухичченех «Коммунизм ялавĕ» хаçатра /халĕ «Хыпар»/ ĕçленĕ. Юлашки çулсенче çырусен пайĕн редакторĕ пулнă. «Ялтан килекен çырусене тимлĕ вуласа тухатчĕ, пичете юрăхлисене «Редакци почтинчен» страница валли хатĕрлеме хăваратчĕ. Ыттисен авторĕсем патне хуравсем çыратчĕ. Аслă ăрури ĕçтешĕмĕрĕн опычĕ пирĕншĕн те питĕ усăллă пулчĕ. Лăпкă, тимлĕ, пули-пулми япалашăн хыпăнса ÿкместчĕ. «Сапер пĕрре кăна йăнăшать», — тени ун пиркиех пулĕ», — ăшшăн каласа кăтартать Анатолий Семенович пирки  «Хыпар» хаçатăн культурăпа спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова.

Çапла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Анатолий Семенов сапер пулнă. Хĕрлĕ Çара 1941 çулта кайнă, 1942 çулта çар-инженери училищине пĕтернĕ те çапăçу хирне çул тытнă. Волхов фрончĕн саперĕ Ленинграда ирĕке кăларма хутшăннă, йывăр аманнă. Унтан саперсен уйрăм батальонĕн взвод командирĕ Сталинград облаçĕнчен пуçласа Ворошиловград, Донецк, Запорожье, Днепропетровск, Одесса облаçĕсене, Молдавипе Румыние тăшманран тасатнă. Аслă Çĕнтерĕве ĕçтешĕмĕр Болгарипе Германи чиккинче кĕтсе илнĕ.

«Хаяр вăрçă çулĕсем хыçа юлнă, унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ, анчах халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ», — тет.

Анатолий Семенович вĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. «Хыпар» ĕçченĕсемпе те чылайччен калаçса ларнă. «Хыпарçăсем» хисеплĕ ватă çынна, Çĕнтерÿ тăвакансенчен пĕрне, чун-чĕререн тав тунă. Паянхи мирлĕ пурнăçшăн, çапăçури паттăрлăхшăн /Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ/…

Çĕнтерÿ кунне тата нумай-нумай хут кĕтсе илме çирĕп сывлăх сунса тепре тĕл пуличчен сывпуллашнă.

www.hypar.ru

 

Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас