Самбо енĕпе историре пĕрремĕш хут тĕнче чемпионачĕ иртĕ

25 Утă, 2018

Пĕтĕм халăхсен шкул спорчĕн федерацийĕн тата Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн пуçарăвĕпе кăçал пĕрремĕш хут шкул ачисен хушшинче самбо енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртĕ.

Çакна "Самбо шкулĕ" Раççей проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине кура йĕркеленĕ. Физкультура урокĕн программине кĕрешĕвĕн хăш-пĕр мелне кĕртнĕ тата самбо енĕпе хушма секцисем уçнă. Проект Раççейре кăна мар, çĕршыв тулашĕнче те анлă сарăлнă. Çакна шута илсе Пĕтĕм тĕнчери шкул спорчĕн федерацийĕнчен Раççейре шкул ачисем хушшинче самбопа тĕнче чемпионачĕ ирттерме сĕнÿ пулнă. Шăпах кăçал çак кĕрешÿ 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Тĕнче чемпионачĕ çурла уйăхĕн 22-26-мĕшĕсенче Орел хулинче иртĕ. Палăртнă тăрăх, тĕнчери 22 çĕршывран 250 çамрăк самбист çитмелле.

Палăртма кăмăллă: Тĕнче чемпионачĕн кавирĕ çине 48 килограмлă виçе категорийĕнче пирĕн ентеш, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Сергей Пегасовăн воспитанникĕ, Софья Емелюкова тухĕ. Вăл ака уйăхĕнче Смоленскра иртнĕ суйлав ăмăртăвĕсенче палăрнă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас