Ыйту-хурав

31 Пуш, 2016

Çĕрулми мĕншĕн çĕрет?

«Хресчен сасси» хаçата нумай çул çырăнса илетĕп. Унта усăллă сĕнÿсемпе, хыпар-хăнарпа паллашма пулать. Юратнă хаçатран эпĕ те пулăшу ыйтасшăн. Хуçалăхра 7-8 çул «рокко» çĕрулми çитĕнтеретĕп. Вăл япăх çанталăкра та тухăçлă пулать. Пĕр-икĕ çул ĕнтĕ чи лайăх çĕрулмине суйласа калчалантарса лартатăп. Анчах чылайăшĕ шăтмасть. Чавса кăларсан вăрлăх йăлтах çĕрнине асăрхарăм. Касса е чăмăрла лартсан та çавах. Иртнĕ çул пĕр-икĕ тăваткал метрта çу варринчех аври хăрчĕ. Çĕрулмине кăларса пăхрăм та каллех çĕрни палăрчĕ. Кăçал вăл тĕп сакайĕнче те чылай çĕрчĕ.

24 Пуш, 2016

Вăрлăха çирĕплетме

Лартмалли çĕрулмине бор йÿçекĕпе тата пăхăр купоросĕпе ислетни мĕнле чирсенчен пулăшать?
Марина ГУСЕВА.
Элĕк районĕ.

Çĕрулмине лайăх ÿсме тĕп апатлану — азот, фосфор, кали, магни, кальци — элеменчĕсемсĕр пуçне ытти микроэлемент та кирлĕ — бор, пăхăр /медь/, марганец, молибден тата ыт.те.

12 Пуш, 2016

Ача ятне те палăртма юрамасть

Хĕрĕм вĕренекен шкул сайтĕнче унăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Вăл олимпиадăра çĕнтернĕ май ятне те, хушаматне те палăртнă. Анчах та эпĕ, саккунлă представителĕ, çакна тума ирĕк пачах паман. Çул çитмен ачан гражданина палласа илмелли паллисене çырса шкул администрацийĕ тĕрĕсех тунă-ши?

И.ПЕТРОВА.

10 Пуш, 2016

Вăрлăх туянассине кая ан хăварăр

Хăярăн лайăх пулакан сорчĕсем мĕнлисем-ши?

Римма ПОЛЯКОВА.
Вăрнар районĕ.

Вăрлăх туяннă чухне хутаç çине çырнине тимлĕрех вулани пăсмасть. Çакă пахчаçимĕçе ăçта, мĕнлерех меслетпе ÿстерессине пĕлме май парать. Парникре е теплицăра ÿстерме - пĕри, уçă вырăнта - тепри лайăххине пурте пĕлетпĕр.

Хутаç çинче «партенокарпический» тесе çырнă пулсан вăл хăй тĕллĕнех, вĕлле хурчĕ шăркалантармасăрах, пулаканни.

Pages