Комментари хушас

12 Пуш, 2016

Ача ятне те палăртма юрамасть

Хĕрĕм вĕренекен шкул сайтĕнче унăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Вăл олимпиадăра çĕнтернĕ май ятне те, хушаматне те палăртнă. Анчах та эпĕ, саккунлă представителĕ, çакна тума ирĕк пачах паман. Çул çитмен ачан гражданина палласа илмелли паллисене çырса шкул администрацийĕ тĕрĕсех тунă-ши?

И.ПЕТРОВА.

Шупашкарти Ленин район прокуратури районти вĕренÿ учрежденийĕсем гражданина палласа илмелли паллăсем тĕлĕшпе саккуна епле пăхăннине тĕрĕсленĕ хыççăн ăна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Вĕренÿ учрежденийĕсен сайтĕнче гражданина палласа илмелли паллăсем тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсене «Хыпарсен» пайĕнче тупнă.

Федераци саккунĕн «гражданина палласа илмелли» 5-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, паллăсемпе саккунлă, тĕллевлĕ майпа çеç усă курмалла.

Вĕренÿ процесĕн тĕллевĕ - кăмăл-сипет, шухăшлав, пултарулăх, пĕлÿ енчен аталантарасси. Çавна май ачасен гражданина палласа илмелли паллисене малтанах уйрăм çынсен хушшинче усă курма çеç пухнă, Интернета кăларни саккуна пăсни пулать, мĕншĕн тесен ку паллăсене малтанах пачах урăх тĕллевсемпе пухнă. Кун пек чухне саккун ачасен паллисене Интернетра сарма сăлтав пулманнине çирĕплетсен ашшĕ-амăшĕ ятарлă килĕшĕве алă пусни те ачан паллисене Интернета кăларма ирĕк памасть.

Федераци саккунĕн «гражданина палласа илмелли» 7-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, вăрттăн паллăсене пĕлекен çын вĕсене виççĕмĕш сăпата суб<ект хăй ирĕк памасан калама пултараймасть.

Ачасен ятне, хушаматне, миçемĕш класра вĕреннине, сăнÿкерчĕкне Интернетри уçлăха кăларни ку информаципе нумай çын усă курма пултарасса палăртать. Çакă гражданина палласа илмелли информаци çинчен калакан саккуна пăсни пулать.

Людмила БУСОВА,

Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.