Культура

14 Авăн, 2022

Атăл çийĕн сасă кайрĕ

Шупашкарта опера юрăçисен «Атăл çийĕнчи сасă» Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă конкурсĕ иртет. Унта хутшăнма Новосибирскран, Красноярскран, Петропавловск-Камчатский тата ытти хуларан 100 ытла заявка çитнĕ. Конкурс йĕркелӳçисем видеоĕçсемпе тимлĕн паллашнă хыççăн çĕршыври музыка театрĕсенчен тата консерваторисенчен утмăла яхăн хутшăнакана Шупашкара йыхравланă. Çавăн пекех Китайран тата Узбекистанран та музыка ăстисем килĕç.

14 Авăн, 2022

Ирçесемпе мăкшăсен уявĕ иртĕ

Пирĕн республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслăн килĕштерсе пурăнать. Пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашма вара яланах кăсăклă. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче Мордва культурин кунĕ иртĕ. Уява Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеме йышăннă.

10 Çурла, 2022

«Телейлĕ çын пуласси хамăртан килет»

Паян Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч 85 çул тултарчĕ.

Çак пулăма халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Телей алă çупса тăнă чух» курав уçăлчĕ. Унта çыравçăн кĕнекисене, наградисене, ал çырăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсене, сăн ӳкерчĕксене тата ыттине тăратнă.

7 Утă, 2022

Йышлă çемьере тунсăхлама вăхăт çук

Утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн округри тапхăрĕ иртет. Унта, хăнăхнă йĕркепе, 14 çемье ăмăртать. Шупашкарта пурăнакан Падиаров-Прокопьевсен çемйи Чăваш Республикин чысне хӳтĕлет. Сăмах май, ашшĕпе амăшĕ 14 ачашăн чун ăшшине шеллемеççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ хальхи вăхăтра Донбасри çар операцине хутшăнать.

Pages