Экономика

13 Чÿк, 2014

Çитес çул çăмăлах пулмĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2015 çулхи планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджета проекчĕ пирки халăх итлевне ирттерчĕ. Ку - парламентăн черетлĕ сессийĕн кун йĕркине кĕртес умĕн тунă юлашки утăм.

12 Чÿк, 2014

Çукран пур тусан

Çутă та пысăк цехра машинăсем пĕр евĕр кĕрлеççĕ. Çĕвĕçсен аллисем хăвăрт вылянаççĕ: пĕри тумтир çаннине çĕлет, тепри - çухавине... Куç умĕнчех татăк-кĕсĕкрен илемлĕ куртка пулса тăчĕ. Тавар купи ÿссех пырать. Кĕçех ăна чĕркемлесе вырăнти предприятисене, Мускава ăсатĕç.

11 Чÿк, 2014

ЧР Пуçлăхĕн Çырăвне хатĕрлеме пуçланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çав документра Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем малашлăхра мĕнле ĕçлессине палăртĕç.

Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăшне шута илеççĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме чи малтанах мĕн тумалла? Чăваш Ен Пуçлăхĕн мĕнле темăсене ытларах витĕмлемелле?

11 Чÿк, 2014

Асăрханасси чакнăран кăçал 50 çын путса вилнĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче ачасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсем валли тасатмалли сооруженисем тăвасси çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа кăтартнă.

11 Чÿк, 2014

Налуксем те ÿсĕмлĕ, декларацисен шучĕ те

Федерацин налук службин управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче налук органĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне, деклараци кампанине пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех налуксемпе çыхăннă тавлашусене судченех татса парассипе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Ларура палăртнă тăрăх - январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра мĕнпур шайри бюджетсене налук тÿлевĕсене 25,9 млрд тенкĕ пухнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 105%. Федераци бюджетне хывнă укçа виçи те пысăкланнă, республика бюджетне кĕнĕ налуксен калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ.

Pages