Çитес çул çăмăлах пулмĕ

13 Чÿк, 2014

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2015 çулхи планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджета проекчĕ пирки халăх итлевне ирттерчĕ. Ку - парламентăн черетлĕ сессийĕн кун йĕркине кĕртес умĕн тунă юлашки утăм.

Унччен проекта Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитетра пур енлĕн тишкернĕ, эксперт канашĕн, юридици ведомствин тата прокуратура тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Çав кун хатĕр проектпа республика парламенчĕн тата тĕрлĕ шайри ытти депутатсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисене, чĕннĕ хăнасене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕ паллаштарчĕ. Светлана Александровна сăмахне ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин слайдсемпех ăнлантарни тата та уçăмлатрĕ. Министрсем сăмах иличчен проект бюджечĕ мĕнле çырăнни çинчен парламентăн Бюджет комитечĕн председателĕ Анатолий Князев каласа кăтартрĕ: «Тĕнчери лару-тăру çивĕчленме тата тенкĕ хакĕ йÿнелме тытăннăран ăна йĕркелеме пĕртте çăмăл пулмарĕ, анчах эпир кашни ведомствăн, учрежденисен, министерствăсен ертÿçисен сĕнĕвĕсене, уйрăм çынсен шухăшĕ таранах шута илме тăрăшрăмăр. Тÿрех палăртса хăварам: бюджет хальхинче те социаллă пĕлтерĕшлĕ...». Çакна Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина та, Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн председателĕ Владимир Шуверов та çирĕплетрĕç.

Чăнлăха пытараймăн: çитес çул патшалăхшăн та, республикăшăн та çăмăл пулмĕ. Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар траншсем килесси иккĕленÿллĕ. Инфляци ÿсĕмĕ мĕнле пулассине те никам та çирĕплетсе калаймĕ. Хăш-пĕр эксперт шухăшĕпе вăл 12% çитмелле. Унăн тÿнтер енĕ экономикăна питĕ япăх витĕм кÿрĕ. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин ахальтен мар ытларах хамăр вăй-хала, производство хăватне шанса ĕçлеме, налук пухассин калăпăшне ÿстерме, тĕрлĕ проектпа программăна ĕçлеттерме сĕнчĕ. Уйрăмах ку çар саккасĕсене пурнăçлассипе çыхăннă производствăна пырса тивет. Чапаев ячĕллĕ, «Элара» тата Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен фургонĕн завочĕсен тата ытти предприятин пахалăхлă продукцине ăна потребительсем патне вăхăтра çитермелле. Çил вăйĕпе ĕçлекен электродвигательсен производствине хута ямалли çинче те чарăнса тăчĕ министр. Апла тăк çăмăл мар тапхăрта та республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи йывăрлăхĕн шурлăхне путмĕ. Мĕншĕн тесен тĕнчери тата çĕршыври экономикăри халĕ тухса тăнă лару-тăрăва шута илсе республикăн виçĕ çуллăх бюджетне икĕ вариантпа - лайăхланассине тата кăткăсланассине тĕпе хурса - хатĕрленĕ.

2015 çулхи бюджет калăпăшĕ кăçалхинчен кăшт пĕчĕкрех пулĕ. Тупăш пайĕн калăпăшĕ 33,4 млрд тенкĕпе /кăçалхи шайăн 91,2%/ танлашмалла. Тепĕр икĕ çулĕнче /2016 тата 2017/ çак кăтарту 3 тата 4 млрд ытла тенкĕ таран ÿсмелле. Çитес çулхи бюджет тăкакĕсем те пĕчĕкех мар. Малтанлăха палăртнă тăрăх бюджет дефицичĕ 3,4 млрд тенкĕпе е республикăн хăйĕн тупăшĕн 14,9% танлашмалла. «Программăллă тăкаксен» пайĕ пĕтĕмĕшле тăкаксен калăпăшăн 98,8% чухлĕ пулмалла.

Бюджет çапах та хăйĕн социаллă пĕлтерĕшне çухатмасть. Çитес çул вĕрентÿ тытăмне 11,1 млрд тенкĕ хывĕç, сывлăх сыхлавне аталантарма 6,8 млрд тенкĕпе усă курĕç, социаллă политика валли 7,5 млрд тенкĕ куçарĕç. Ытти отрасльпе сферăсене те витĕмлĕ пулăшусăр хăвармĕç. Чăваш Республики халĕччен патшалăх парăмĕпе вăхăтра татăлса пынă. Малашнехи тапхăрта вăл кăштах ÿсĕ - 2015 çулхи регион пĕтĕмĕшле продукчĕн 5,5% калăпăшĕнчен 2017 çул вĕçленнĕ тĕле 5,9% çитĕ.

Кашни çын, паллах, ырринчен ыррине кĕтет. Унăн тулăх, тăнăç обществăра пурăнас, ачи-пăчине ÿстерес, пурнăç çулĕ çине кăларас килет. Çапах та пурнăç - пурнăçах, унăн хăйĕн кукрашки нумай. Чылай чухне хăйĕн йывăр лару-тăрăвĕ витĕр кăларса пирĕн тÿсĕмлĕхе, вăй-хăвата, пĕтĕçÿлĕхе тĕрĕслет. Халăх итлевĕнче бюджета хак паракансем çакна ăнланса калаçрĕç. Ырă сĕнÿ-канаш сахал мар пулчĕ: чăваш ялĕнче ĕç вырăнĕ ытларах уçас тĕллевпе хăмла плантацийĕсене тепĕр хут чĕртесси /ахальтен мар ăна «симĕс ылтăн» теççĕ-çке/, выльăх-чĕрлĕх производствине çÿллĕ шая çĕклесси, муниципалитетсен пурлăхĕпе туллин усă курасси, юхăнса выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тата ытти çинчен тĕплĕ те уçă калаçу пычĕ. Халăх итлевне ертсе пынă Анатолий Князев депутат вĕсене кашнине шута илсе тĕплĕ тишкерме, тĕшши пуррисемпе малашнехи ĕç-хĕлре усă курма шантарчĕ, вĕсене Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕччен Бюджет комитечĕн анлă ларăвĕнче сÿтсе явĕç, тÿрлетÿ таблицисем хатĕрлĕç.

 

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.