Кун хыççăн кун

7 Нарăс, 2022

Ертÿçĕсем улшăннă

Ĕç министерствин тӳрех виçĕ учрежденине çĕнĕ директорсем ертсе пырĕç.

Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн директорне Виктор Ковалева лартнă. Ĕçпе тивĕçтерекен службăра вăл 1999 çултанпа ĕçлет. Етĕрне районĕнче специалистран пуçласа пай ертӳçине çитнĕ. ЧР Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствинче те тăрăшнă.

7 Нарăс, 2022

Экотехнопарк пулĕ

Хытă хут, пластик, аккумулятор… Çакна тата ытти çӳп-çапа ăçта чикмелле? Шăпах çак тĕллевпе республикăра экотехнопарк йĕркелесшĕн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку лапам хытă каяшсене ĕçе ярассипе ĕçлекен бизнеса илĕртмелле. Проекта «ГазЭнергоСтрой» корпораци ĕçченĕсемпе сӳтсе явнă. Экотехнопарка хута яни çӳп-çап купин калăпăшĕ пысăкланасран пулăшасса, хытă каяшсене ĕçе ярса çут çанталăка сиен кӳрес шай чакасса шанать ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

4 Нарăс, 2022

Республика Пуçлăхĕн парни Надьăна маттур пулма пулăшĕ

«Ĕмĕтсене пурнăçлакан елка» акци çĕршывĕпе çуллен пин-пин ачана савăнăç кӳрет. Пĕри самолетпа тӳпене çĕкленесшĕн, тепри пушарнăй ролĕнче пулса курасшăн — вĕсен кăмăлне министрсем, кĕпĕрнаттăрсем, патшалăх службинчи сумлă ытти должноçри çынсем — Президент таранах — хутшăнаççĕ.

1 Нарăс, 2022

Ачасене апатлантарассипе перекетлемелле мар

Шупашкар сити-менеджерĕ Денис Спирин паян хула пур енĕпе те май пур таран перекетлеме тăрăшнине пытармарĕ. Ку хăтлăхпа, илемпе çыхăннă хăш-пĕр саманта та пырса тивет.

Pages