К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче В.И.Качалов ячĕллĕ Хусан академи вырăс драма театрĕн гастролĕ иртнĕ.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче икĕ пайлă "Глумов" спектакль кăтартнă. Вырсарни кун сцена çине "Квадратура круга" водевиль тухнă, тунти кун - "Пиковая дама" фантази. Виççĕшне те Раççей тата Тутарстан халăх артисчĕ, Раççей правительствин Ф.Волков ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Александр Славутский режиссер лартнă.
Авал Раççейри кашни хĕрарăм тĕрленĕ. Çак пултарулăх халăхăн хăйне евĕр ăсталăхĕпе çыхăннă. Йĕппе тата тĕрлĕ çиппе хĕрарăмсем шурă пире искусство произведенине çавăрнă.
Хĕр ачасем 7-8 çултанах хĕр тупри хатĕрлеме пуçланă. 15-16 çул тĕлне вĕсен çÿпçинче праçникре тата куллен тăхăнмалли çи-пуç, вырăн таврашĕ, сĕтел çитти, темиçе пит шăлли пулмалла пулнă. Туй умĕн вĕсене пурте курмалла çакса хунă. Çакă хăйне евĕр курав пек пулнă.
Йĕпреçри этнографи музей комплексĕнче авалхи халăхсен юрри-кĕввин «Ĕмĕртен ĕмĕре» фестивалĕ иртнĕ. Ăна ирçе халăхне çутта кăларнă Макар Евсевьевич Евсевьев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă. Унта Чăваш Енри тата Мордва Республикинчи чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă.