Комментари хушас

Клубăн - çуралнă кун

Канаш районĕнчи Ямашсем ялти клуба уçнăранпа 95 çул çитнине пысăк уяв йĕркелесех палăртнă. Ăна вĕсем Культура çулталăкне халалланă.

Çак кун культура ĕçченĕсене саламланă, ветерансем хăйсен опытне аса илнĕ. Пухăннисене Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Харитонов, вырăнти шкул директорĕ Андрей Владимиров, маларах ял тăрăхĕнче вăй хунă Валерьян Петров тата ыттисем саламланă. «Ентешсем» ансамбльпе «Задоринки» ташă ушкăнĕн юрри-ташшине куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Ямашсем, культура вучахĕн управçисем, вырăнти артистсем çак уявра хăйсем туслă, килĕштерсе пурăннине лайăх кăтартнă.

Р.ИВАНОВА.

 

Тĕрлет те, ÿкерет те ...

Элĕк шкулĕнче вĕренекен Ирина Петухова пĕлĕшĕсемпе тăванĕсене каллех пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Вăл «Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шыв: çут çанталăк, культура, этнос» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Пăрчăкан пек çивĕч хĕр ача пĕррехинче пысăк пĕр пуçлăха хăйĕн пултарулăх ĕçĕсемпе паллаштаракан сĕтелĕ патĕнче нумайлăхах тытса чарнă. Çапла майпа тÿре пĕлтерĕшлĕ ларăва та кая юлса çитнĕ.

Хĕр пĕрчи йăлтах амăшне - ĕç урокĕсене вĕрентекенне - пăхнă. Ирина 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех республикăра иртнĕ пĕр фестивале «Хĕрсен тумĕ: ĕнер, паян, ыран» проектпа хутшăннă. Каярах «Чăваш Ен - биорегион» конкурс лауреачĕ пулнă. Унтан ... «Хальхи тата авалхи» хăйне евĕр, илĕртÿллĕ çи-пуç пуххишĕн ятарлă диплома тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурсра та вăл Элĕк гербне ÿкерсе ятарлă парнеллĕ пулнă.

А.ГРОМОВА.

 

Аслан Тимофеевăн - 4 «ылтăн»

Германири Мюнхен хулинче каратэ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнче турнирĕнчен Чăваш Ен спортсменĕсем медальсемпе таврăннă.

Ăмăртăва 18 çĕр-шыв каратисчĕсем хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спортсменсем турнирта пухмача пурĕ 9 «ылтăнпа», 5 «кĕмĕлпе» тата 3 «бронзăпа» пуянлатнă.

Пирĕн ентешсенчен унта Шупашкарти политехника институтĕнче 2-мĕш курсра вĕренекен Аслан Тимофеева уйрăмах ăнăçнă. Каччă тĕрлĕ ушкăнра тупăшса 4 ылтăнпа 1 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Турнир çĕнтерÿçине кăçал çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта иртекен Европа чемпионачĕн аренинче тепĕр хут курăпăр.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Çуллахи вăйăсене хутшăнассишĕн

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе çĕр-шыв ăмăртăвĕ вĕçленнĕ.

Чăваш Республикине Раççейĕн 61 регионĕнчен 500 яшпа хĕр килнĕ. Виçĕ кунра вĕсем тĕрлĕ дистанцире вăй виçсе кăçал Китайра иртекен çамрăксен çуллахи Олимп вăййисене хутшăнассишĕн тупăшнă. Ăмăртура Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе те палăрнă. Мускав пики Алена Булгакова йĕтрене 18 метр та 15 сантиметр ывăтса, Мускав хĕрĕсен команди эстафетăра мала тухса çĕр-шыв рекордне çĕнетнĕ.

Чăваш Ен чысне ăмăртура 18 спортсмен хÿтĕленĕ. Пуринчен ытларах Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студентки Марина Сизова палăрнă. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Смирнов патĕнче ăсталăха туптаканскер 200 метрлă дистанцире «ылтăн» çĕнсе илнĕ, 60 метра иккĕмĕш вĕçленĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

 

Кăвак шĕвек ĕçнĕ те...

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ Сĕнтĕрвăрринче 37 çулти арçын тата унпа пурăннă 48-ти хĕрарăм вилнĕ тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттерет.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - вĕсем автомобиль чÿречисене тасатма усă куракан шăнман шĕвеке ĕçсе наркăмăшланнă. Иккĕшĕ те ниçта та ĕçлемен, ĕçкĕпе иртĕхнĕ. Сĕнтĕрвăррисем арçынпа хĕрарăма хулан çÿп-çап, каяшсем тăкакан вырăнĕнче час-часах курнă. Кÿршисем каланă тăрăх - арçынпа хĕрарăм темиçе кун каялла 5 литрлă пластик савăтри кăвак тĕслĕ шĕвеке ĕçнĕ. Ку автомобилĕн сивĕре те шăнман шĕвекĕ пулнă-тăр. Малтан арçын аптăраса ÿкнĕ, ăна больницăна илсе кайма тивнĕ. Кĕçех хĕрарăм та хăйне япăх туйма пуçланă - ăна та медучреждение ăсатнă. Шел те, йывăр наркăмăшланнăскерсене çăлса хăварма май килмен.

Н.ДМИТРИЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.