Кун хыççăн кун

20 Çурла, 2018

Тинĕсе чунран юратнăскер

Вăл математик, механик, академик, профессор, флот генералĕ иккенне чылай чухне аса илместпĕр. Çав вăхăтрах «карап тăвакан» тениех ăна мĕн пысăкăш сум кÿрет. Сăмахăмăр — РСФСР ăслăлăхпа техника тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Крылов пирки.

17 Çурла, 2018

Чыслав: «Эпир сирĕн çитĕнÿсемпе мухтанатпăр!»

«Пултаруллă та ĕçчен, пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ çынсем — пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ. Кашни çын е коллектив тивĕçĕсене яваплăха туйса тата таса чунпа пурнăçласан, профессине чăнласах та юратсан, ĕçре хăйĕн пĕлĕвĕпе, опычĕпе усă курсан çитĕнÿсем тума пулатех. Эпир сирĕн ăнăçупа тата çитĕнÿсемпе мухтанатпăр!

16 Çурла, 2018

Çын правине хÿтĕлекен уполномоченнăйпа министр халăха йышăнчĕç

Республикăри Наци библиотекинче çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çын правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ирттернĕ йышăнăва медицина пулăшăвне тивĕçес енĕпе хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене тупмашкăн маларах çырăннă граждансем чăннипех нумайччĕ.

Pages