Чыслав: «Эпир сирĕн çитĕнÿсемпе мухтанатпăр!»

«Пултаруллă та ĕçчен, пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ çынсем — пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ. Кашни çын е коллектив тивĕçĕсене яваплăха туйса тата таса чунпа пурнăçласан, профессине чăнласах та юратсан, ĕçре хăйĕн пĕлĕвĕпе, опычĕпе усă курсан çитĕнÿсем тума пулатех. Эпир сирĕн ăнăçупа тата çитĕнÿсемпе мухтанатпăр! Шансах тăратăп: сире малашне тата пысăк пĕлтерĕшлĕрех проектсем кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен эсир мĕн тунипе лăпланса ларма хăнăхман», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ЧР Правительство çуртĕнче ĕçре пысăк çитĕнÿ тунă çынсене патшалăх наградисем парса чысланă май.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнисем — пĕтĕмпе 31 çын — савăнни, çав хушăрах хумханни те сисĕнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ сферăра — медицина, культура, строительство, промышленноç, экологи тытăмĕсенче — ырми-канми ĕçлесе республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Çак çынсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Чыса тивĕçнисенчен нумайăшĕ республика ертÿлĕхне хăйсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме шантарчĕ.

Михаил Игнатьев пухăннисене награда илнĕ ятпа тата Шупашкар хулин кунĕпе саламларĕ. Çитес çул Шупашкар хули хăйĕн 550 çулне паллă тăвассине, 2020 çулта вара Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитессине аса илтерчĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас