«Паянхи ĕçе ырана хăвармастăп»

13 Çурла, 2020

Чăваш Енри 37 çын «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ. Ĕнер çак йыша тепĕр ят хушăнчĕ: Наталия Партасова.

Пултаруллă хĕрарăма Шупашкарта çеç мар, Чăваш Енре те, Раççейре те лайăх енчен кăна пĕлеççĕ. Çакнашкал хисепе вăл хастар ĕçĕпе, тăван çĕр ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тивĕçнĕ. «Наталья Юрьевна тĕп хулашăн, республикăшăн пархатарлă нумай ĕç тунă. Унăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят парса çирĕплетмеллех, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар хула администрацийĕн Пысăк залĕнче çак ятпа йĕркеленĕ ларура. — Çакăн пек çынсемпе республика аталанăвĕшĕн, ырлăхĕшĕн вăй хума шăпа пӳрнĕшĕн савăнатăп. Пĕрле тăрăшсан Шупашкар, Чăваш Ен хитререх, вăйлăрах, пуянрах пуласса иккĕленместĕп».

Тĕп хулан хисеплĕ гражданинĕсен хушшинче, чăннипех те, паттăр çынсем. Чи малтан 1983 çулта пысăк чыса Андриян Николаев космонавт летчик тивĕçнĕ. Унтан йыша Святослав Федоров, Филипп Лукин, Василий Давыдов-Анатри, Валентина Егорова, Валерий Яковлев, Морис Яклашкин… хушăннă.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев сумлă çак çынсен хушшинче тепĕр çăлтăр — Наталия Партасова çăлтăрĕ — çуталасса тахçанах кĕтнине пĕлтерчĕ. «Халăх ăна Трактор заводĕнче ĕçлеме тытăнсанах пĕлме пуçланă. Вăл тĕрлĕ çулсенче хула администрацийĕнче, республика Правительствинче вăй хунă. Кирек ăçта ĕçлесен те Наталия Юрьевна Шупашкар хулипе пĕрле пулнă. Унăн çивĕч ыйтăвĕсене, вĕсене татса памалли çул-йĕре пĕлсе тăнă», — терĕ Евгений Кадышев. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Наталия Партасовăн ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ Валентина Терешкова тĕнче уçлăхне парăнтарнипе пĕр тан пулнине палăртрĕ. «Тĕп хула аталанăвне вăйлатма хутшăннăшăн чĕререн тав тăватăп», — терĕ Алексей Олегович.

Наталия Партасова муниципалитет ĕçне чи йывăр вăхăтра — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кӳлĕннĕ. Пилĕк çул ытла вăл Шупашкар хулин пĕрремĕш вице-мэрĕ пулнă. «Халăхăн та, хулан та укçа çук. Шалу параймастпăр, ача укçи тӳлейместпĕр, — аса илчĕ Наталия Юрьевна ĕçе пуçăннă çулсене çав тапхăрта хула ертӳçи пулнă Анатолий Игумнов. — Маттур хĕрарăма хăй çине яваплăх илме çак йывăрлăхсем те хăратмарĕç. Вăл ĕçе йĕркелеме пĕлни, унăн тăрăшулăхĕ малалла кайма хăват пачĕ». 2002 çулта Наталия Партасовăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне лартнă. Кунта палăртса хăвармаллах: вăл Чăваш Енре çак должноçа йышăннă пĕрремĕш хĕрарăм шутланать.

…Чыслав саманчĕ питĕ пăлхануллă иртрĕ. Олег Николаев, Евгений Кадышев, Алексей Ладыков ыр сунса каланă сăмахсем хыççăн Наталия Партасовăна «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» пулнине çирĕплетекен паллăсене пачĕç. Çак вăхăтра Наталия Юрьевнăн куçĕсем шывланчĕç. Калаçма пуçласан та пăлханни иртмерĕ-ха… «Кирек ăçта ĕçлесен те манăн ĕç хулана, республикăна кирлине туйнă. Нимшĕн те ӳкĕнместĕп. Талăкра 24 сехет кăна пулни пăшăрхантарать. Апла пулин те паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăварман, — терĕ вăл хăйĕн ĕçне пысăка хунăшăн пурне те тав туса. — Эпĕ Шупашкарта çуралнă, çак хулапа манăн пĕтĕм пурнăçăм çыхăннă, малашнехи кун-çулăм та унпа пĕрлех пулĕ. Олег Алексеевич республика, тĕп хула умне питĕ пысăк тĕллевсем лартать. Эпир ăна пурнăçлатпăрах!»

Ĕçтешĕсем, юлташĕсем каланине тĕпе хурсан çакă пушă сăмахсем çеç пуласси иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен Наталия Партасова яланах пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă.

СĂМАХ МАЙ

Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне «Уçă хула» порталта сасăлав ирттерсе палăртнă. Унта 3,7 пин çын хутшăннă. «Элара» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Наталия Партасова чи нумай сасă пухнă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, РФ Промышленноç тата энергетика министерствин хисеплĕ машиностроителĕ, РФ Ял хуçалăх министерствин «Раççей АПК аталанăвне тӳпе хывнăшăн» ылтăн медаль хуçи.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.
 

Теги: 

Комментари хушас