Кун хыççăн кун

12 Ака, 2023

Укçан пулăшнă

91 çулти Анна Замкова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма укçа куçарнă.

Муркаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Матьăк ялĕнче çуралнăскер «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Кайран Шупашкарти 1-мĕш трест столовăйĕнче савăт-сапа çăваканран суту-илÿ пайĕн пуçлăхне çитнĕ. Анна Замковăна ача çуратма пÿрмен. Халĕ ăна тăванĕ, социаллă ĕçчен пăхаççĕ. 

7 Ака, 2023

Операцие хутшăнакансене — пысăк тимлĕх

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Оперативлă штабĕн ларăвне ирттерчĕ.

Унта ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене — офицерсемпе салтаксене — тата Чăваш Енри çемйисене Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики кӳрекен патшалăх пулăшăвĕпе тата çăмăллăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем çинчен «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.

4 Ака, 2023

Чăваш Ен Республика кунне хатĕрленет

Шупашкарти экономика форумĕ, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ, фейерверк фестивалĕ — кусем Республика кунĕнче иртмелли мероприятисем. Уяв программи тата анлăрах пулĕ. Чăваш Республикин тĕп уявĕпе çыхăннă ыйтусене йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

31 Пуш, 2023

Централизаци тата шкапри скелетсем çинчен

Финанс министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ тата 2023 çулхи тĕллевсене палăртнă май ведомство пуçлăхĕ Михаил Ноздряков çулталăк каяллахи лару-тăрăва аса илтерчĕ: «Ковид та вĕçленменччĕ, нарăспуш уйăхĕсенче вара ятарлă çар операцийĕ пуçланнă май пирĕн çĕршыв çине санкцисем йăтăнса анчĕç. Экспертсем Раççей экономики анса ларасси çинчен калатчĕç…»

30 Пуш, 2023

Чăваш Енре Педагогпа наставник çулталăкĕ старт илчĕ

2023 çулта Раççей педагогикине никĕсленĕ Константин Ушинский çуралнăранпа 200 çул çитет. Юбилее халалласа кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкне ирттерме палăртнă. Уяв мероприятийĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ.

Pages