Редакцире çур ĕмĕре яхăн тăрăшнă ĕçтеш тивĕçлĕ канăва кайрĕ

29 Çĕртме, 2017

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем редакцире çур ĕмĕре яхăн тăрăшнă Алина Лукиянована тивĕçлĕ канăва тивĕçлипе ăсатрĕç: Тав хучĕпе тата чечек çыххипе.

Тухса калаçакансем «Хыпарта» 1971-мĕш çултанпа тăрăшнă Алина Хрисанфовнăн пур енлĕ пултарулăхне чунтан палăртнă май пĕрисем вăл чăваш журналистикинче тарăн йĕр хăварнине, теприсем ĕçтешĕмĕр юлашки çулсенче «Сывлăх» хаçат кăларса тăнă май медицинăн чăвашла терминологине йĕркелесе янине, виççĕмĕшĕсем профессие тин çеç ура ярса пуснă çамрăксене ăсталăха туптама пулăшнине кăмăлтан хакларĕç. Тухса калаçакансем пурте пĕр шухăшлăн асăрханă ен вара – Алина Лукияновăн ырă кăмăлĕ. Ăшĕнче епле пулсан та усалланса тата çынна усал тăвас тесе çÿремен вăл. Мĕн тесен те этем тасалăхĕ кирек хăш саманара та хаклă, паха.

1947 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралнă Алина Лукиянова И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн направленипе 1971 çулта «Коммунизм ялавĕ» /халĕ – «Хыпар»/ хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. 1978 çултанпа – РФ Журналистсен союзĕн членĕ. ЧР Журналистсен союзĕн правлени членĕ, Н.В. Никольский ячĕллĕ премие парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе, КПСС Чăваш обкомĕн тата Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе, «Прессăн ылтăн фончĕ» тĕнче професси выставкин Дипломĕпе наградăланă.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас