Раççей Президенчĕн Саламне - кашни паттăра ятран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăрсем тата тыл ĕçченĕсем патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн халăх Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ятран янă Салама Раççей почти çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче валеçме пуçланă. Çĕршывĕпе илес-тĕк, ăна 2,2 млн паттăр тивĕçет, пирĕн хутлăхра — 25590 çын.

Енчен те ветеран хăй кăтартнă адреспа тĕпленмен-тĕк, Раççей почти РФ Пенси фончĕпе пĕрле вăл ăçтине уçăмлатаççĕ: вăрçă паттăрĕ вырăна улăштарнă пулсан Владимир Путин Саламне Раççей Федерацийĕ тăрăх çĕнĕ адреспа çитерсе параççĕ. Адресат вăхăтлăх пулмасан çыру валеçекен ун патне пĕр уйăхра темиçе хут та çитсе килме тивĕç. Почтальонсемпе çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем, ветерансем уяв кунĕсене ăçта ирттернине пăхмасăр, Салампа вĕсене вăхăтра савăнтарассишĕн çине тăрĕç.