Пылак кучченеç те хăйне евĕрлĕ

11 Кăрлач, 2018

Çĕнĕ çул — ача-пăчашăн чи кĕтнĕ, асамлăхпа тулнă уяв. Ăна мĕнле ирттерни, тен, пурнăç тăршшĕпе те манăçмĕ.

Мускаври Кремль елкине пирĕн республикăран кăçал 45 ача хутшăннă. Пурĕ вара çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 5 пин шкул ачи пуçтарăннă. Вĕсем — чи лайăх вĕренекенсем, олимпиада çĕнтерÿçисем, ача çурчĕсен воспитанникĕсем. Кашниех хăйне Çĕнĕ çул юмахне кĕрсе ÿкнĕн туйнă.

«Эпир питĕ чаплă спектакль куртăмăр. Ăна çав тери хăйне евĕрлĕ лартнă. Актерсен вылявĕ, илемлĕ çи-пуçĕ, çепĕç юрă- кĕвĕ — пĕтĕмпех çÿллĕ шайра. Анчах чи пĕлтерĕшли — уяв сывлăшĕ. Хама юмахри пекех туйрăм. Кăмăл-туйăм тулса тăратчĕ. Кремль елкине хутшăнма май килнĕшĕн питĕ савăнатăп», — пĕлтерчĕ Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Волкова. Настя — студентсемпе çамрăксен регионти «Человек. Гражданин. Ученый» фестиваль çĕнтерÿçи, пултарулăх тата тĕпчев проекчĕсен «Энергоэффективная школа» конкурсĕнче те ăна çитекен пулман. Çакна та палăртса хăвармалла, хĕр ача кĕçех шкултан вĕренсе тухĕ. Çавăнпа та Кремль елкине хутшăнни — уншăн пысăк телей.

Халăх илемĕ — унăн йăли-йĕркинче, çи-пуçĕнче теççĕ. Çавна шута илсех чылайăшĕ наци тумĕпе çитнĕ уява. Вĕсенчен пĕри — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Дарья Романова. Вăл 1-мĕш класранпах шахматла вылять, «5» паллăпа çеç вĕренет. Республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те палăрнă.

«Кремль елкине кайма тивĕçнине мана чи малтан анне пĕлтерчĕ, — аса илет Даша. Районтан эпĕ пĕчченехчĕ, анчах ытти районсенчен пынă ачасемпе хăвăртах туслашрăм.

Хĕр ача Мускавра пĕрремĕш хут пулнă. Мĕн курнине интернетра хăйĕн страницинче çырса пыма та ĕлкĕрнĕ. Уявра пĕтĕмпех килĕшнине палăртрĕ вăл. Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулма май килменшĕн çеç кулянать. Пылак кучченеçсен курупкисем вара мĕн тери илемлĕ: пĕри, ав, Кремль евĕрех.

«Кремль елкине лекме ĕмĕтленекенсене çирĕп тĕллевлĕ пулма, конкурссене хутшăнса мала тухма, лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма сунатăп», — терĕ ырă кăмăллă Даша.

Чăн та, Кремле çав кун çĕршыври чи пултаруллă ачасем пуçтарăннă. Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Александр Сливницын — республикăри, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери пултарулăх конкурсĕсенче тата фестивалĕсенче чылай çĕнтернĕ. «Созвездие талантов», «Изумрудный город», «Прояви себя», «На крыльях таланта» тата ытти ăмăртура артист пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, «Илемлĕ вулав» номинацире çĕнтернĕ. Халĕ вăл Çĕмĕрлери 1-мĕш ача-пăча искусство шкулне «Эстрада вокалне» çÿрет, унта та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.