Пуяссишĕн мар, ырă ĕçсем тăвассишĕн

6 Юпа, 2015

Ĕçе маларах палăртса хунă пекех ăнăçлă пурнăçланăшăн укçапа тивĕçтерекен конкурссем, «грантовый» текеннисем, халĕ питĕ нумай. Тĕрлĕ конкурс хушшинче Чăн тĕнпе тÿрремĕн çыхăнни те пур. Шăпах унпа, «Православная инициатива 2015-2016» ятлипе, тĕплĕн паллаштарчĕ те республикăри тĕрлĕ ведомствăра ĕçлекенсене тата журналистсене Андрей Евсеев иерей.

Халăхсем хушшинче иртекен конкурса Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пиллĕхĕпе Вырăс Православи Чиркĕвĕн «çуначĕ» айĕнче ирттереççĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăракан тĕп критери те пур унăн - конкурса хутшăнма прихут ертÿçинчен, владыкăран, архиерейран пил илмелле. Проекта пуяссишĕн е ытти хапсăнчăкла тĕллевсемшĕн мар, ырă ĕçсем пурнăçлассишĕн хатĕрлемелле.

Конкурса хутшăнма пухса йĕркеленĕ хутсене 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 24-мĕшĕччен /юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче 18 сехетре заявкăсене йышăнма пăрахаççĕ/ www.newpravkonkurs.ru . сайт урлă ярса памалла. Конкурса хутшăнмалли йĕркепе мĕн пуçламĕшĕнчен вĕçне çитиех çÿлерех асăннă сайтра питĕ тĕплĕн ăнлантарса панă.

Епархин информаци пайĕн ертÿçи Андрей Евсеев пĕлтернĕ тăрăх - «Православная инициатива» фонд конкурс валли 100-150 млн тенкĕ уйăрнă. Заявкăсен шучĕ кăçал та сахал пулас çук: пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 2 пин çурă таран пулнă. Проектсене тăватă тĕп сулăмпа йĕркелеме май пур: «Образование и воспитание», «Социальное служение», «Культура», «Информационная деятельность». Ăçта, хăçан тата мĕнле ĕçсене пурнăçлассине палăртакан хутсене, паллах, вырăсла хатĕрлемелле. Çапах та ку проектра наци компоненчĕсемпе пачах та усă курмалла маррине пĕлтермест. Шăпах хамăр чăваш пулнине, Чăн тĕне тăван чĕлхе урлă чĕрене хывма пултарнине ĕнентерекен проектсем çĕнтерме пултараççĕ иккен çак конкурсра. Ун пек тĕслĕхсем пулман мар: 15 çул пыракан хăйнеевĕрлĕ ăмăртура Чăваш Республикинче хатĕрленĕ 19 проект мала тухма пултарнă. Вĕсене шухăшласа тупса пурнăçа кĕртнĕ организацисем хушшинче - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ те, Раççейри Чăн тĕншĕн асап курнă, Турăшăн асапланса вилнĕ святойсен ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркÿ те, Улатăрти 6-мĕш гимнази те, Шупашкарти Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотека та, Чăваш наци музейĕ те… Конкурса хăйсен проекчĕсене кирек хăш организаци те, уйрăм çынсемпе политика организацийĕсемсĕр пуçне, кирек хăш массăллă информаци кăларăмĕ те сĕнме пултараççĕ. Тĕнче кĕнчели тĕрлĕрен, пĕрремĕш хутĕнче ăнмасан та пултарать. Çапах та ку пуçа усмаллине пĕлтермест: конкурса килес çул та ирттерме палăртаççĕ, çапла вара халь хатĕрленни малашлăхри чăн-чăн çитĕнÿ патне хывнă пĕрремĕш картлашка пулатех.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА

Теги: