Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнине МЧСа пĕлтермелле

3 Раштав, 2018

Çулталăк пуçланнăранпа Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн «шанăç телефонĕ» çине 139 шăнкăрав çитнĕ.

Ытларах чухне çынсем ку е вăл учрежденире, çуртра пушар хăрушсăрлăхĕн нормисемпе правилисене пăснине систреççĕ-мĕн. Асăннă тĕслĕхсемпе инспекторсем ятарлă тĕрĕслевсем ирттернĕ. Йышăннă мерăсем çинчен шăнкăравлакансене те тулли хурав панă.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕн «шанăç телефонĕпе» — 8/8352/39-99-99 — куллен хăть те хăш вăхăтра шăнкăравлама юрать. Пушар тата шыв çинчи хăрушсăрлăх, граждан оборони тавра çуралнă ыйту хуравне пĕлме пулать кунта. Организацисенче, предприятисенче, пурăнмалли çуртсенче пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăснине пĕлтермелле.

Раççей МЧСĕн пĕрлехи «шанăç телефонĕ» — 8/499/ 216-99-99.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас