Чÿкĕн 20-мĕшĕ — Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун
Чÿкĕн 20-мĕшне Раççейре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă. Çавна май Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнчех ачасен прависене хÿтĕлес ыйтупа тÿлевсĕр канашламалли вырăнсем ĕçлĕç. Опекăпа попечительство, аслисемпе кĕçĕннисен, çав шутра ашшĕ-амăшĕпе ачисен, хутшăнăвĕнчи кăткăслăхсене те сÿтсе явма май пулĕ унта.
Çак кун районсемпе хуласенчи халăха социаллă пулăшÿ кÿрекен тата реабилитаци кашни центрĕнче ачасен прависене хÿтĕлесси тавра пуçарнă тĕрлĕ мероприти иртĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ывăл-хĕре пулăшассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Кашни тăрăхра çак кун еплерех мероприяти ирттерме палăртнине вырăнти соццентрсенче ыйтса пĕлме пулать.
Комментари хушас