Пурнăç «çăлтăра» та кăларать, çапкаланчăка та...

27 Нарăс, 2015

Эпĕ ăна палламастăп та, пĕлместĕп те. Апла пулин те унăн çăмăл мар шăпи пирки илтсен çула тухма васкарăм. Темех туса пулăшаяс çук пулин те хăть çитсе курасчĕ, калаçса ларасчĕ терĕм. Тепĕр чухне палламан çынна чуна уçни те пулăшаканччĕ.

Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕ хĕвеллĕ, анчах та самаях сивĕ çанталăкпа кĕтсе илчĕ мана. «Пит-куçа сивĕ чĕпĕткелеме хăтланни тем мар-ха, сарайĕнче пурăнакан кинемее мĕнле-ши? Шăнсах вилет пуль капла», - кулянса шухăшларăм эпĕ 76 çулти Мария Кашкирова пурăнакан тĕле çитсе пынă май. Шĕмшешсем каласа кăтартнă тăрăх - 2010 çулта вăл, хăй вăхăтĕнче колхоз çĕкленĕ 18 хваттерлĕ çуртра юсав ĕçĕсем пикенсен, пурăнмалли вырăнсăр тăрса юлнă. Япалисене Çамрăксен урамĕнчи 75-мĕш çуртран инçех мар вырнаçнă, хăйĕн вăйĕпе тунă сарая куçарнă. Кунта Мария Николаевна ĕнине - хушка пуçлă Улайккăна - усрать. Хăй те хушăран кунтах выртса-тăрать имĕш... Икĕ çул каялла вара кун пирки Мускав телевиденийĕсен журналисчĕсем те пĕлнĕ. Малтан «Россия 24» каналтан, каярах «5 каналпа» «НТВран» килнĕ... Тележурналистсем хĕрарăма витере темиçе хут утиялпа витĕнсе выртнине ÿкернĕ. Унта Мария Николаевна «буржуйка» кăмака та лартнă-мĕн... Телевизорпа çак сюжетсене пăхнă хыççăн ял çыннисем Мария Кашкировăна «телеçăлтăр» теме пуçланă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.