Пурлăх налукне тÿлеме манман-и?

7 Чÿк, 2018

Паян федерацин Налук службин /ФНС/ Шупашкар хулинчи инспекцийĕнче брифинг иртрĕ. Унта уйрăм çынсен пурлăх налукĕсене мĕнле шутласа палăртни, вĕсене хăçан тÿлемелли тата кама çăмăллăхсем пани пирки ăнлантарчĕç.

Çак самантсем пирки ФНСăн Шупашкар хулинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Станислав Федоров, налук тÿлекенсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Терентьева тата тĕрĕслевсен 4-мĕш пайĕн пуçлăхĕ Алексей Иванов каласа кăтартрĕç. Вĕсем уйрăм çынсен 2017 çулшăн пурлăх налукĕсене кăçалхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕччен тÿлемеллине, унсăрăн парăм йĕркеленессине аса илтерчĕç. «Налук уведомленине почтăпа ярса панă е «Налук тÿлекенĕн харпăр уйрăм кабинетне» вырнаçтарнă», — терĕç.

Брифингра çавăн пекех çынсем тăтăшах çĕклекен ыйтусем пирки калаçрĕç, вĕсен хуравĕсемпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас