Пулă тытма юрамасть
ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕнче шыв биоресурсĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан органсен ертÿçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса пулă тытма чарнин икĕ уйăхлăх тапхăрĕнче пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе явнă.
Чарăва вăлча сапнă тапхăрта шыв биоресурсĕсене сыхлас тĕллевпе йышăннă. Канашлура ку енĕпе правăна пăснин статистикине тишкернĕ. Калăпăр, Чăваш лини пайĕн яваплăхĕн зонинче кăçалхи пĕрремĕш кварталта саккуна пăсса пулă тытнин 166 тĕслĕхне тупса палăртнă. Вĕсенчен 11-шĕ - уголовлă майпа явап тыттармаллискерсем, 155-шĕ - административлă майпа.
Пухăннисем биоресурссене сыхлас енĕпе тĕрлĕ служба тачă çыхăну тытса ĕçлемелли мерăсене палăртнă. Юхан шывсем тăрăх пĕрлехи рейдсем ирттерме техника уйăрас ыйтусене те татса панă. Çавăн пекех асăннă тапхăрта рейдсен шутне те, лини пайĕн çак ĕçе хутшăнакан сотрудникĕсен йышне те ÿстерĕç. Пулă вăлча сапма куçакан çулсене, вăлча сапакан вырăнсене уйрăмах тимлĕ тĕрĕслесе тăма йышăннă.
Комментари хушас