Чару

31 Çу, 2018

Эрех-сăра суттармĕç

Чăваш Енре çĕртмен 1-мĕшĕнче алкоголь сутма чараççĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ку суту илÿ предприятийĕсене çеç пырса тивет, пĕтĕмĕшле апатлану заведенийĕсем унчченхи йĕркепех ĕçлĕç.

Çавăн пекех çĕртмен 27-мĕшĕнче те республика территорийĕнче тата тĕп хулара эрех-сăра суттармĕç. Ку Çамрăксен кунне уявланипе çыхăннă. Унсăр пуçне Раççей тата Республика кунĕсенче — çĕртмен 12, 23 тата 24-мĕшĕсенче уяв иртекен, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче алкоголь суттармĕç.

 

16 Ака, 2014

Пулă тытма юрамасть

ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕнче шыв биоресурсĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан органсен ертÿçисен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса пулă тытма чарнин икĕ уйăхлăх тапхăрĕнче пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе явнă.