Проектне тусан çул та хăçан та пулин пулатех

23 Çу, 2018

Министрсен Кабинечĕн паянхи черетлĕ ларăвĕнче республикăн транспорт системине аталантарасси çинчен калакан программăна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе транспорт министрĕ Владимир Иванов паллаштарчĕ.

Шупашкарти автомобильсен юхăмĕ пысăк вырăнсене пушатас тĕллевпе çитес çул транспортăн виççĕмĕш çурма ункине тума пуçлассине ырларĕç. Тĕрĕссипе, строительсво ĕçĕсене 2019 çултах тума пуçарасси иккĕленÿллĕ, малтанлăха проектпа смета документацине хатĕрлемелле. Министр палăртнă тăрăх, Владимир Путин Президент çитес çулта çулсем валли уйăракан тăкаксене икĕ хут пысăклатассине çирĕплетнĕ. Шупашкарти асăннă проект йÿнĕ мар, анчах республикăна вăл питĕ кирлĕ. Тĕп хулара халех ирсерен каçсерен транспорт куçăмĕ питĕ чăрмавлă. Автомобильсен шучĕ вара ÿссех пырать, эппин, лару-тăру пушшех кăткăсланĕ. Çурма ункă-çул çак ыйтăва татса пама пулăшмашкăн тивĕç.

Вăл хулан Çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчен Кăнтăр-хĕвеланăç районĕ урлă Эльмен урамĕпе каçса 9-мĕш пилĕк çуллăх проспектне тухмалла. Тĕрлĕ шайри транспорт «развязкисем» пулмалла. Çĕнĕ магистраль хула центрне тухмасăр Çĕнĕ кăнтăр, Кăнтăр-хĕвел анăç тата Çурçĕр-хĕвел анăç районĕсене çыхăнтарĕ, çавна май аталанса пыракан «Университет», «Финн айлăмĕ», «Садовый» микрорайонсене, Гладков урамне транспортпа тивĕçтерес ыйтăва та татса парĕ. Çавăн пекех пулас çурма ункăн хулари экологи лару-тăрăвне те лайăхлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ те курăмлă.

 

Теги: 

Комментари хушас