Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх: хĕл иртрĕ кăна — каллех хĕле хатĕрленмелле
Министрсен Кабинечĕн паянхи черетлĕ ларăвĕ ял хуçалăхне аталантарасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырланинчен пуçланчĕ. Сăмах инновацисене, малашлăхлă пысăк проектсене çул парасси пирки пырать.
Çитес кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта топливăпа энергетика комплексĕн шанчăклă ĕçне тивĕçтерес ыйтăва та тишкерчĕç. Унпа строительство министрĕ Владимир Михайлов сăмах илчĕ. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленчĕ кăна пулин те çитес тапхăра хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Министр хакланă тăрăх, тĕпрен илсен ЖКХ сфери хĕллехи тапхăра йĕркеллĕ ирттернĕ. Коммуналлă ресурссемпе тивĕçтерессине чарнă тĕслĕхсем пулман. Умри ĕç вара чăннипех анлă. Планпа килĕшÿллĕн котельнăйсенчи кивелнĕ 35 хурана улăштармалла е юсамалла, ăшă сечĕсен - 9 километр, вдодопроводсен 11 километр пăрăхне çĕнĕрен хывмалла тата ытти те.
ТЭК предприятийĕсем сывлăшри 824 километр электролиние, 375 трансформатор подстанцине юсама пăлăртнă. ТЭЦсенче 10 котлоагрегата юсамалла. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен хытă топливо — 405 тонна, шĕввине 28 пин тонна хатĕрлесе хумалла. Ку енĕпе чăрмавсем пулмалла мар. Çав вăхăтрах ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч — министр ку енĕпе потребительсемпе çине тăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.
Комментари хушас