Пирчемен-ха Пинерсен ăшпиллĕхĕ
Коридорта шăна вĕçни илтĕнесле шăп. Никам унталла-кунталла кумни курăнмасть. Шкул директорĕ Герман Станиславович кăна лара-тăра пĕлмест. Акă, хăйĕн ĕç пÿлĕмне лăпланса ларнăччĕ кăна - чунĕ чăтманран каллех территорие пăхкаласа çаврăнас шухăшпа вырăнтан тăчĕ. Паян Вăрмар районĕнчи Пинер тĕп шкулне хăнасем йышлăн килсе çитмелле - пĕлÿ çурчĕн ертÿçи епле лăпкă ларайтăр. Республикăра учительсен хорĕсен хушшинче иккĕмĕш хут иртекен конкурсĕн муниципалитет тапхăрне Вăрмар тăрăхĕнче икĕ ушкăна пайланса ирттерчĕç. Хăшпĕр коллектив пултарулăхĕпе Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта паллаштарнă, 8 организацин хорĕ вара апрелĕн 8-мĕшĕнче Пинер шкулĕн сцени çинче çарпа патриотизм юррисене шăрантарчĕ.
Тĕрĕссипе, асăннă ялти пĕлÿ çĕнĕ çуртне ку мероприяти пуласса пĕлмесĕрех, ăнсăртран лекрĕм. Паллах, килнĕ-килнех "Хорсен çапăçăвне" курмасăр тухаймарăм унтан. Профессионалсенчен кая мар ăста юрлакансен пултарулăхĕ, çурăм тăрăх сивĕ чуптаракан хайлавсем... Кун пеккине ĕçлĕ çулçÿревре мар, ятарласа чунпа канма тĕв тусан та ялан кураймăн-илтеймĕн. Малалла вулас...
Комментари хушас