Пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерме пулатех

Паян Куславкка районĕн 2018 çулăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — районта пурнăç условийĕсене лайăхлатас тата ял-хулана хăтлăлатас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах ыйту та сахал мар. Сăмахран, урамсенче тротуарсем тумалла, çулсене юсамалла. Район центрĕнче парковка çук. Атăл хĕрринче сквер хăтлăлатма пуçланă т.ыт.те.

Поселокра пурăнакансен ыйту уйрăмах чылай. Нумай хваттерлĕ çуртсене куçарнă хыççăн лаптăкра курăк ашкăрса ларать, çав вырăнта çĕлен те курнă çынсем. Йышăну — пушă выртакан çĕр пайĕсене сутмалла е нумай ачаллă çемьесене памалла. Поселокра садик те çук. Ашшĕ-амăшĕн ачисене хулана илсе çÿреме тивет. Поселокра шкул çулне çитмен 65 ача пурăнать, çавăнпа унта хальлĕхе садик тăвассине плана кĕртмен. Поселокра халăх йышĕ ÿссен ку ыйту патне тепĕр хут таврăнма шантарчĕ район ертÿçи. Хальхи вăхăтра ĕçлекен садиксенче ачасем валли вырăн çителĕклех.

Хулара пушă ларакан çуртсем те пур. Сăмахран, кивĕ котельнăй ĕçлеме пăрахнăранпа чылай çул иртнĕ, анчах ăна халĕ те куçарман. Унта çамрăксем пухăнаççĕ. Вĕсене ашкăнмалли вырăн кăна иккен. Шел те, ун хуçи камăн пулнине те пĕлмеççĕ ертÿçĕсем. Кивĕ мунча та юхăнса ларать. Ун тавра хыт-хура ашкăрать. Поселокри медпункт алакĕ çине те çăра çакнă. Медицина ĕçченĕ декрета кайсан унăн вырăнне çын тупайман. Республика Пуçлăхĕ медпункт яланах уçă пулмалине, темиçе сехетлĕхе те пулин килекен специалиста çирĕплетме хушрĕ. "Хула варринче йĕрке тăваççĕ, çул айккинчисем пирки вара маннă", — теççĕ çынсем.

Район пухăвĕн депутачĕ Екатерина Казакова хулара фанфурик сутнине пĕлтерчĕ. «Çиллĕ кунсенче Мари Элти заводран тухакан шăршă-тĕтĕм Атăл урлă каçса Куславккана карса илет, уйрăмах айлăмра пурăнакансем аптраççĕ. Урамри автоçулсенче ятарлă паллăсем саккунпа килĕшÿллĕн мар, çавăнпа машинăсем урам варрипех питĕ хăвăрт çÿреççĕ. Çынсене, килти выльăхсене таптанă тĕслĕхсем те темиçе хут пулнă», — терĕ хĕрарăм. Ку ыйтусене çывăх кунсенчех татса памаллине палăртрĕ регион ертÿçи. «Экологи хăрушсăрлăхĕ — чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Çын сывă пуласси çут çанталăк, хамăр пурăнакан тавралăх тасалăхĕнчен нумай килет. Ку ыйтупа хам та кÿршĕ регион пуçлăхĕпе калаçăп», — терĕ Михаил Васильевич.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас