Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

29 Çĕртме, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче уçăлнă Регионсен хушшинчи «Пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата чикĕ леш енчи ăсчахсемпе сиплевçĕсем травматологипе ортопедин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явмашкăн, пĕр-пĕрин опычĕпе ăса хывмашкăн Чăваш Ен тĕп хулинче вуннăмĕш хут пухăнчĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулăва федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев уçрĕ, пысăк технологисемпе ăнăçлă сиплекен медицина учрежденийĕн çитĕнĕвĕсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Хăнасене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансен сывлăхне упрас енĕпе регион ертÿлĕхĕ тимлĕ пулнине, сывă пурнăç йĕркине çамрăк ăрăва пĕчĕкрен хăнăхтарнине, экологи тĕлĕшĕнчен таса апатлану пĕлтерĕшне ача садĕнчен тытăнсах тивĕçлипе хаклама вĕрентнине палăртрĕ. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн центр хастарĕсене тав турĕ, çитĕнÿсемшĕн ятлă-сумлă тухтăра Игорь Григорьева „Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ“ ятпа чысларĕ тата конференцие пухăннисене тухăçлă ĕçлемешкĕн ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Ĕçтешĕсене хăйсен опычĕпе Джавад Парвази /АПШ, Филадельфи/, Раинер Бадер /Германи, Росток/, Зигмунд Хоффман /Австри/, Фридрих Тилеман /Германи/ профессорсем тата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ ăсчахсем паллаштарчĕç. Конференцире çавăн пекех пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн ыйтăвĕсене, операци хыççăн çивĕчленме пултаракан лару-тăрăва тишкерчĕç. Хăнасем Шупашкарти центр сиплевçисен ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас