Пĕрер хăма, кирпĕч сĕтĕрсех аркатнă

1 Юпа, 2015

Ятарласа та мар, ял-ял витĕр çÿренĕ чухне, ăнсăртран пирĕн куç тĕлне тĕл пулаççĕ вĕсем, ишĕлекен клубсем. Халăха илĕртсе савăнăç парнеленĕскерсен шăпи мĕншĕн çавнашкал хурлăхлă вĕçленнĕ-ха? Ял çыннисен, çамрăкĕсен культура шайĕ пĕчĕкленсе пынипе ишĕлнĕ çуртсен хушшинче çыхăну пур-и? Клубсăр ялсене çитсе курнă хыççăн нумай ыйту канăç памасть. Çак кунсенче Красноармейски районĕнче çÿренĕ май асăрханă ÿкерчĕксем те чуна ыраттарчĕç.

Тĕлĕкре халĕ те курать

Нимĕчкассинче клуб тахçанах çук ĕнтĕ. Унăн ишĕлчĕкне ял çыннисем килте усă курма сĕтĕреççĕ. "Акă ĕнер те пĕрисем кирпĕч ванчăкĕсене турттарса кайрĕç. Мана та мунча никĕсĕ яма чăрмантармĕччĕ те, ĕçлейместĕп-çке, ватăлтăм..." - палăртрĕ клуба хирĕç çуртра пурăнакан 88 çулти Акулина Степанова. Вăл культура çуртне епле çĕкленине аса илчĕ. Ун чухне цемент хутăшне çăрнă çĕрте тăрăшнă. "Ваçок матки клубра нумай çул ĕçленĕ. Вăл кайнă хыççăн вçо! йăлтах пĕтсе ларчĕ", - Василиса Никитинăпа калаçма сĕнчĕ кинемей.

Çав çуртра ĕлĕк шкул пулнă. Ăна пăсса çĕнĕ те пысăк клуб çĕклесе лартнă, 1980 çулта Çĕнĕ çула ял-йыш унта кĕтсе илнĕ. "Клуб заведующийĕсĕр пуçне кочегар, тирпейлÿçĕ тивĕçĕсене те пурнăçлаттăм. 40 тенкĕ шалупа ĕçленĕ эпĕ. Çав вăхăтшăн ку пысăк укçа пулман, çавăнпа пенси сахал тухрĕ. Каçсерен пĕчĕк ачасене килте пăрахса хăварса клуба мĕн чуль чупман-ши? Çамрăксем алăк умĕнче кĕпĕрленетчĕç, клуб уçасса кĕтетчĕç... Колхоз тÿпе паратчĕ тата, ыттисемпе танах кăшман та çумланă. Мĕнле кăна мероприяти ирттермен-ши? Вăрманкасран, Супартан халăх килетчĕ. Ларма мар, тăма та вырăн юлмастчĕ. Спектакль, концерт хатĕрлеттĕмĕр. Вăт пурăннă тăк пурăннă! Ферма хĕрĕсем, дояркăсем, уйрăмах хастарччĕ. Вĕсем нихăш мероприятирен те юлман, тем чухлех пулăшнă. Çăварни чупса миçе алшăлли пĕтермен-ши тата? Пĕр ăйăр алшăлли вĕçне чăмласах янăччĕ", - клуб ишĕлчĕкĕсем умĕнче тăнă май сÿтĕлчĕ асаилÿ çăмхи. "Хура кĕрĕк, çÿçеллĕ тутăр пĕрмай ыйтатчĕç. Сар кĕрĕк те пурччĕ, çакăнса тăчĕ-тăчĕ, никама та кирлĕ пулмарĕ, кĕве çисех ячĕ. Ĕлĕк вăл чаплă çи-пуç шутланнă", - Акулина аппа та савăк вăхăтсене манман-ха.

"Кайран, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, халăхĕ те улшăнчĕ, ÿсĕрсем хыççăн мĕн тери тирпейсĕр юлатчĕ: хăсатчĕç, çавăнтах "тула" каятчĕç... Йăлтах çăваттăм, тасататтăм. Укçа тÿлеме пăрахрĕç. Икĕ уйăх шалусăр тăрăшрăм. Тек тÿсĕм пĕтрĕ те ĕçе пăрахрăм. Пĕлетĕр-и, тĕлĕкре çак клуб халĕ те курăнать: халăх килсе тулнă, эпĕ вара урай та шăлман пек...", - каласа кăтартрĕ Василиса Никитина. Вăл кайнă хыççăн кунта 4 çын улшăннă, анчах лару-тăру япăхлансах пынă, культура çурчĕ юхăнма пуçланă. Çурта пĕчĕккĕн сÿтме тытăннă. Çапла вара пĕр тĕкĕннĕскере ыттисем те куç хывнă. Çурт тăрри, урай хăмисем, тем сарлакăшскерсем, халĕ кам патĕнче выртнине ял халăхĕ пĕлмест мар. "Тĕплĕ" çынсен хуçасăр выртакан япалана килелле сĕтĕрес йăла пур çав. "Пĕр кирпĕч те, пĕр хăма та тĕкĕнмен. Пĕр-пĕр çемьене хваттер вырăнне панă пулсан çавнашкал шăпа кĕтмĕччĕ клуба", - терĕ культура тытăмĕнче 40 çул ытла чуна парса ĕçленĕ Василиса аппа. Ишĕлчĕк, ун таврашĕнчи хыт-хура ял сăн-сăпатне пăснăшăн кинемейсем чунтанах хурланчĕç. "Ĕç тăвас пулсан ялта çын та юлмарĕ. Тахçан вара пирĕн ял таврара кĕрлесе кăна тăратчĕ..." - салхулланчĕç ватăсем.

 

Юсанă çурта çĕнĕрен юхăнтарнă

Туçи Чуракасси клубĕ 1995 çулта кăна тĕплĕ юсав хыççăн çĕнĕрен хута кайнă пулин те юхăнма ĕлкĕрнĕ. Унăн кăшкарĕ çеç тăрса юлнă. Пĕри хăма сĕтĕрнĕ, тепри - чÿрече рами - çаплах арканнă вăл. Тăррине хальлĕхе тĕкĕнме ĕлкĕрейменччĕ. "Тимĕр листана пĕрре сÿтме тытăнччăр кăна - унтан та нимĕн те юлмасть, самантрах вăрласа пĕтереççĕ", - ялти культура вучахĕ куç умĕнче сÿнсе пынăшăн пăшăрханчĕç Николай Голевпа Денис Григорьев. Клуба çĕнĕрен уçас ыйтăва халăх пухура вĕçĕмех çĕклет-мĕн. Анчах пуçлăхсем "укçа çук" тенипех ирттерсе яраççĕ. Эпир, хаçат ĕçченĕсем, культура çурчĕпе кăсăкланнине курсан урамри арçынсем пирĕнтен пулăшу кĕтнĕн калаçрĕç. "Май тупасчĕ", - терĕç вĕсем.

Туçи Чуракасси урамĕнчи асфальт çулпа Шывпуçа, Алманча иртсе çÿреççĕ. Ял варринчи юхăнчăк клуба такам та асăрхатех. Ку çеç те мар, унăн умĕнче - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăк. Сăмах май, ăна та Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна тасатни сисĕнчĕ, кирлĕ мар йывăç-тĕм картаран та çÿллĕрех ÿссе кайнăччĕ. Пуçне пĕкнĕ салтак вăрçă хирĕнче выртса юлнисемшĕн çеç мар, хальхи ăру çак çухатăва манăçа кăларнишĕн те хурланнăн туйăнчĕ. Юхăнчăк клуб çумĕнчи палăк умĕнчех митинга пухăнать ял-йыш. Анчах мĕнле чунпа? Ветерансене унта чĕнме епле хăюлăх çитереççĕ-ши? Вăрçă хыççăнхи йывăр саманара вĕсем ырми-канми тăрăшнă, ял-хулана çĕкленĕ. Халĕ, тăнăç вăхăтра, кермен пек клуба пăхса тăрайманнишĕн вĕсен умĕнче намăс-çке. Котельнăй купаласа газ кĕртнĕ клуба çапла юхăнтарнăшăн никам та явап тытмĕ-ши вара?

 

Митинг иртет, çакăнтах...

Супарта та çавнашкалах, хăрушăрах та-и, тен, ÿкерчĕк асăрхарăмăр. Палăк-салтак çурăмĕ хыçĕнче - ишĕлекен культура çурчĕ. Çавна пулах сăваплă вырăнти хăмасем çине "Ĕмĕрлĕх мухтав", "Нимĕн те манăçман, никама та манман" тесе çырнисем те ĕнентерÿллĕн курăнмаççĕ. Пуç хунă паттăрсене епле хисеплени - куç умĕнче.

1993 çулта, Эдуард Николаев ĕçленĕ чухне, клубра çамрăксем пушар кăларнă. Пирус тĕпне сÿнтермесĕр пăрахса хăварнине пула сцена çунма тытăннă. Çурта тĕппипех кĕлленме паман, çийĕнчех сÿнтернĕ. Çапах мачча, сцена юрăхсăра тухнă. Унтанпа 22 çул иртнĕ пулин те клуба йĕркене кĕртеймен. Ял халăхĕ культура çуртне юсамашкăн укçа-тенкĕ уйăрни çинчен илтнĕ. Анчах унпа мĕнле усă курнин уççи-хуппине халь тин тупаяс çуках. Самани пăтравлăччĕ те, патшалăх укçипе пуçлăхсем самаях ашкăннă-тăр. "Хĕрлĕ автан" ташланă каç клуб ертÿçи ĕç вырăнĕнче пулманнине, çурт уççине вăл çамрăксене панине те пĕлеççĕ. Пушар кăларнăшăн никама та явап тыттарман-мĕн.

Супар клубĕ те ĕлĕк начаррисен йышĕнче пулман. Унтан та халăх тухма пĕлмен, мăшăрланакансем кунта хут уйăрттарнă, Шупашкартан артистсене чĕнсе килсе савăнтарнă... Пушар хыççăн вара клуб урăх уçăлман. Чÿречесене хăма çапса тухнă. Кайран чÿрече рамисене, урай хăмисене çынсем килелле сĕтĕрме тытăннă. Пĕрне кура тепри вăрласан клубран мĕн тăрса юлассине шухăшлама пĕлмен çынсем. Хăшĕ-пĕрин вити-хуралтинче çав хăмасем паянхи кун та çĕрсе пĕтмен тен. Пуху ирттернĕ чухне клуб ыйтăвне кунта та вĕçĕмех хускатаççĕ. Халĕ культура мероприятийĕсене ирттерме ялти вулавăша пухăнаççĕ.

"Клуба çĕнĕрен хута яма бюджетра укçа-тенкĕ çуккине кура балансран кăларнă", - ăнлантарчĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ Олег Сергеев. "Тата миçе çул ларĕ çав çурт?" - кăсăклантăмăр Олег Валерьевичран. "Тепĕр 20 çул та пуль", - пулчĕ хурав. Лармасăр! Совет саманинче ăна "на совеç" çĕкленĕ вĕт, кирпĕчĕсем те епле çирĕп-шă! Клубăн котельнăйĕн стенине сÿтекенсем суйма памĕç мана.

"Çавнашкал клуб умĕнче митинг епле ирттеретĕр?" - ыйтрăм ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕнчен. "Чун ыратать те..." - ассăн сывларĕ çеç вăл. Пуçлăхсем вĕçĕмех улшăнса тăнă кунта. "Унчченех çапла пулнă, эпĕ юхăнтарман", - кашниех çапла каласа тÿрре тухĕ, "укçа çук" тесе хушса хурĕ те - ĕçĕ пĕтнĕ.

Вырăнти влаç Туçи Чуракасси, Супар клубĕсене предпринимательсене тара парасшăн. Бизнесменсем те айванкка мар çав: укçа шутлама пĕлеççĕ. Киввинчен "канфет" тăвасси çĕнĕ çурт çĕклессинчен те кăткăсрах, тăкаклăрах вĕт.

Вăт çавнашкал татăлман ыйту пайтах пирĕн. Çулран-çул тăсăлаççĕ вĕсем. Вăхăт иртнĕçемĕн куç хăнăхса çитет те юхăнчăк та йĕркене кĕнĕ япала пекех туйăнать. Хутран-ситрен яла пырса кĕнĕ журналистсем кăсăклансан халăх пăшăрханçи тăвать те малалла та çавнашкалах пурăнать...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.