Çĕнĕ клуб çĕкленет

21 Çĕртме, 2018

Çак кунсенче Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăса ир-ирех хăватлă техника кĕрлеттерсе çитнĕ. Ял шăплăхне хускатса хĕрсех ĕçлеме, çĕр чавма тытăннă. Пысăк машинăсем вара хăйăр тиесе килнĕ. «Тинех!» - савăнăçне пытарайман Ирçе Çармăçсем шăв-шав енне васканă.

Проект, ытти документа хатĕрленĕ хыççăн ялта тинех культура çуртне тума пуçланă. Вăл пĕр хутлă пулмалла. Унта концерт залĕ, фойе, библиотека тата ытти те тума палăртнă. 150 çын вырнаçмалăх культура вучахĕ 2018 çулта хута ямалла. Ăна валли бюджетран 15 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

 

 

Комментари хушас