Пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсем

30 Кăрлач, 2018

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене, курав çыхăнăвĕн мелĕпе пресс-конференцие хутшăннă ĕçтешĕсене 2018 çулхи пенсисемпе, тÿлевсемпе, ĕçлекен пенсионерсем тĕлĕшпе палăртнă çĕнĕлĕхсемпе, социаллă пенсин çĕнĕ тĕсĕпе, патшалăх служащийĕсен пенсине палăртмалли условисемпе, социаллă программăсене хутшăннипе паллаштарчĕ.

Хушăмсем

Страховани пенсийĕсене иртнĕ çулхи чăн инфляци шайĕпе пысăклатнине пăхмасăр, 2018 çулта вĕсене асăннă кăтартуран ытларах виçепе нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мар, çулталăкăн малтанхи кунĕнчех ÿстерчĕç. Ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсине 3,7 процент индексацилесе фиксациленĕ виçине уйăхра 4982,9 тенке çитернĕ, пенсин пĕр балĕ 81,49 тенкĕпе /2017 çулта — 78,58/ танлашнă. Чăваш Республикинче хушăма ĕçлемен 276 пин ытла пенсионер тивĕçнĕ. Ватлăхри страховани пенсийĕн вăтам виçи 457 тенкĕ хăпарса уйăхра 12,9 пине çитнĕ. Асăннă кă-тарту пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут пысăкрах.

Кăрлач уйăхĕнчи индексаципе пĕрле 2018 çул вĕçлениччен пенси тÿлемешкĕн республикăра 1,5 миллиард тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулать.

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне 2,5 процент индексацилеççĕ.

Патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 4,1 процент хăпартаççĕ.

Ĕçлекен пенсионерсен пенсине çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне 2017 çулта тÿленĕ страховани взносĕсене 3 балл таран /е уйăхри 25 пин тенкĕпе танлашакан шалу чухлĕ/ коррекцилеççĕ.

2018 çулта пенси ÿсĕмне çитнĕ граждансем страховани пенсине йĕркелемелли ирĕкпе усă кураяççĕ. Раççейре 2015 çулта вăйра тăракан пенси формулипе килĕшÿллĕн ăна тивĕçмешкĕн вĕсен 9 çул стаж тата 13,8 балл кирлĕ. Çакă 2025 çулччен тăсăлакан куçăм тапхăрĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать: стаж çуллен — 1 çул, пенси балĕсен хисепĕ 2,4 таран ÿссе пыраççĕ.

Енчен те тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ тĕле асăннă кăтартусене кирлĕ чухлĕ пухаймасан страховани пенсине каярах памалла тăваççĕ е социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ /хĕрарăмсене — 60, арçынсене — 65 çултан/.

Страховани пенсийĕсене пысăклатмашкăн хавхалантару коэффициенчĕсем пама пултараççĕ: гражданин пенси илмешкĕн 1 çултан пуçласа 10-на çитиччен тăхтасан; пенсие маларах тухмашкăн е ÿсĕм çитсен ăна палăртма 1 çултан пуçласа 10-ччен заявлени çырмасан. Страховани пенсийĕн тата фиксациленĕ тÿлевĕн хавхалантару коэффициенчĕсем кашни çулталăкшăн ÿссе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, фиксациленĕ тÿлев 5 çултан — 36 процент, 10-ран 2,11 хут пысăкланать, страховани пенсийĕ — 5 çултан — 45 процент, 10-ран — 2,32 хут.

Чăваш Республикинче пĕлтĕр хавхалантару коэффициенчĕпе 178 страховани пенсине палăртмашкăн усă курнă.

Пухăнса пыракан пенсин тÿлев тапхăрне 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 246 уйăх палăртнă. Енчен те шутланă хыççăн уйăхри сумма пенсин пĕтĕм виçин 5 процентĕнчен пĕчĕкрех тĕк, мĕн пуррине пĕр харăс параççĕ.

Республикăра 2017 çулта пухăнса пыракан 57 пенси, пенсин 64 пĕр харăс тÿлевне /срочные пенсионные выплаты/, пенси валли пухăннă укçаран /за счет пенсионных накоплений/ 11,5 пин пĕр хут тÿлев çирĕплетмешкĕн йышăннă. Пухăнса пыракан пенсин вăтам виçи — 525, пĕр харăс тата пĕр хут тÿлевсен 1300 тата 19,7 пин тенкĕпе танлашнă.

Пенси палăртма ыйтмашкăн территори органне хăвăр пымасан та пултаратăр. Заявление РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи «Харпăр хăй кабинечĕ» е патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çитерме пулать.

2018 çултан пирĕн çĕршывра социаллă пенсин çĕнĕ тĕсне йĕркеленĕ, ăна ашшĕ- амăшĕ паллă мар ачасем тивĕçеççĕ. Сăлтавĕ: çуралнă хыççăнах пăрахса хăварнă пепкесем тăлăхсемпе танлаштарсан пурлăх енĕпе пĕрешкел марри, вĕсем тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенси ирĕкĕпе усă курманни. Çакăн йышшисене шалти ĕçсен органĕсем, опекăпа попечительлĕх тытăмĕсем, медицина учрежденийĕсем, воспитани тата социаллă хÿтлĕх организацийĕсем пĕлтернине тĕпе хурса патшалăх регистрацийĕ тăваççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ кам пулни паллă мар ачасене пенсие тăлăхсеннипе пĕрешкелех параççĕ. Унăн виçи 10068,53 тенкĕпе танлашать тата Раççейри пенсионерсене пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене ÿстерсе пынă май çуллен индексациленет.

Асăннă тÿлеве 18 çулччен параççĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пĕлÿ илекен студентсене — 23 çулччен. Енчен те ачана усрава илсен тепĕр уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен пенсие пăрахăçлаççĕ.

Чăваш Республикинче асăннă пенси ирĕкне 12 ача илнĕ.

Индексаципе усă курĕç

Аса илтеретпĕр: производствăна хутшăнакан пенсионерсем 2016 çултанпа страховани пенсине çулленхи индексацисĕр илсе тăраççĕ. Вĕсем ĕçлеме пăрахсан патшалăх тÿлевне асăннă тапхăрта илеймен хушăмсемпе туллин тивĕçеççĕ.

2016 тата 2017 çулсенче пенсие индексациленĕ хыççăнхи тÿлеве ĕçрен тухса кайнă хыççăн виçĕ уйăхран кăна пама тытăннă, кăçал та асăннă процедура çавăн чухлех тăсăлать, анчах çак тапхăршăн пенсионер компенсацие тивĕçет.

Тĕслĕхрен, гражданин ĕçрен пуш уйăхĕнче кайнă. Ака уйăхĕнче РФ Пенси фондне ĕçпе тивĕçтерекен çитернĕ отчетра вăл ĕçленĕ пек пулса тухать, ака уйăхĕшĕн çу уйăхĕнче панă кăтартура кăна çакна çирĕплетеççĕ. РФ Пенси фончĕ çĕртме уйăхĕнче индексацие пама йышăну тăвать, утă уйăхĕнче пенсионер пенсие тулли виçепе тата ака, çу, çĕртме уйăхĕсемшĕн хушма тÿлеве илет.

Федерацин 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчи саккунĕ çавăн пекех иртнĕ çулхи юпа, чÿк, раштав уйăхĕсенче ĕçрен кайнă пенсионерсем тĕлĕшпе те вăйра тăрать: вĕсене индексацие шута илсе пенси тÿлесси çинчен асăннă саккун вăя кĕрсен йышăнаççĕ.

Тупăш сахал пулсан

Ĕçлемен пенсионерсен пенсине вĕсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене /Чăваш Республикин 2017 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи саккунĕпе кăçал унăн сумми 7953 тенкĕпе танлашать/ çитерес тĕллевпе палăртнă федерацин социаллă тÿлевĕн виçине 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿстернĕ. Ăна регионти пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă /çав шута пенси, тĕрлĕ компенсаци кĕрет/ çынсем тивĕçеççĕ. Унăн сумми чи пĕчĕк виçепе тупăш хушшинчи уйрăмлăхпа пĕр килет.

Страховани пенсийĕсен кăрлач уйăхĕнчи хушăмĕпе чылайăшĕн тупăшĕ ÿсрĕ пулин те, 7953 тенкĕрен сахалрах илекен те çук мар. Республикăри 32 пин пенсионера кăçал социаллă тÿлев памалла тунă, унăн вăтам виçи — 1965 тенкĕ.

Патшалăх служащийĕсен ирĕкĕ

Патшалăх /муниципалитет/ служащийĕсен ватлăхри ĕç пенсине, çав шутра маларах тухмаллине тивĕçмелли ÿсĕм кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хĕрарăмсемшĕн — 56, арçынсемшĕн 61 çул шутланать. Федерацин 2016 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 143-мĕш саккунĕпе пенси ÿсĕмне тапхă-рăн, çуллен 6 уйăх пысăклатса пĕрремĕшĕсенне — 8, иккĕмĕшĕсенне 5 çул пысăклатма палăртнă. 2026 çулта арçынсем пенси ирĕкне 65-ре илеççĕ, хĕрарăмсем 2032 çулта — 63-ре.

Пенси ÿсĕмĕ патшалăх /муниципалитет/ службинче тăнă тапхăра кăна пырса тивет. Енчен те гражданин страховани пенсине палăртмашкăн çав вырăнта ĕçлеме пăрахнă хыççăн ыйтсан, ун кăмăлне тивĕçтереççĕ /чăн та, тивĕçлĕ канăва тухмашкăн пурин валли те çирĕплетнĕ ÿсĕме çитсен/. Страховани пенсине илекен çын патшалăх службине вырнаçсан ватлăх укçине малалла та илсе тăрать.

Пухăнакан укçана йĕркелесси

Пенси валли пухăнакан укçана йĕркелессин мораторие саккун тăрăх 2018 çулта та тăснă. Ку вăл — «пенсисене шăнтса хуни» тата çав нухрата туртса илни мар. Пенси валли пухăнакан укçана йĕркелессин мораторийĕ страховани взносĕсен 6 процентне, асăннă йĕркене пурнăçа кĕртиччен пенсин пухăнса пыракан пайне янăскере, халĕ страховани пенсине йĕркеленĕ чухне шута илнине пĕлтерет. Çапла вара кирек мĕнле пулсан та, гражданиншăн ĕçпе тивĕçтерекен хывнă страхованин пĕтĕм взносĕ унăн пулас пенсине пуянлатмашкăн тулли виçепе хутшăнать. Моратори пенси валли пухăнакан нухрата управляющи компание е пенсин пĕр фондĕнчен теприне куçарассине витĕм кÿреймест. Енчен те гражданин хăйĕн кĕмĕлне йĕркелесе пымалли меле улăштарас тĕллевлĕ тĕк, çакна кирек хăш вăхăтра та пурнăçлаять. Çапах унашкал утăма 5 çулта 1 хутран ытла тума сĕнмеççĕ: инвестицин пухăннă тупăшĕ чакать иккен.

2017 çулта пенси валли пухăннă укçана хывассипе çыхăннă куçăм кампанине яланхиллех çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Чăваш Республикинче пенси валли пухăнакан укçа 1967 çулта тата каярах çуралнă 72 пин çыннăн йĕркеленет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.