Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн аталанмалла

22 Çĕртме, 2018

"Раççей Федерацийĕнче проектсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси" — çак темăпа Правительство çуртĕнче РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн "çавра сĕтел" ларăвĕ иртрĕ. Унта Дума, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата Чăваш Ен министерствисен ертÿçисемпе представителĕсем, регионти промышленноç предприятийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шухăшĕпе, пĕчĕк тата вăтам бизнес паян кредитсен тыткăнĕнче пулни вĕсене малалла аталанма чăрмантарать. Çав вăхăтрах патшалăх пулăшнипе хăйсен проекчĕсене пурнăçлакан предприятисенче ĕç укçи те ытти çĕртинчен икĕ-виçĕ хут пысăкрах.

РФ промышленноç министрĕн заместителĕ Александр Морозов промышленноçа аталантармалли фонд майĕсемпе паллаштарчĕ. Паян укçа уйăрмалли ĕлĕкхи йĕрке ĕçлемест: "Унччен, калăпăр, патшалăх двигатель хатĕрлеме саккас панă. Предприяти ăна хатĕрленĕ, укçа илнĕ, çакăн хыççăн двигателе музее ăсатнă. Пурте кăмăллă: бухгалтерире пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пркуратурăн та ыйтусем çук…" Халь ĕç-пуç тĕпрен улшăннă: фонд вăл е ку продукцие серипе кăларма пуçланине тĕпе хурать — çапла пулмалла та.

Вырăнти бизнеса Тулашэкономбанк председателĕн заместителĕ Ирина Макиева "агрессивлăрах пулма" чĕнсе каларĕ. Банк монохуласем валли укçа уйăрассишĕн яваплăскер Чăваш Енре 5 монохула пулнине, Канаша хăвăрт аталану территорийĕн статусне панине аса илтернĕ май вĕсене кÿрекен çăмăллăхсемпе анлăрах усă курма сĕнчĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас