Паян Муркаш районĕнче çур çулхи аталанăва пĕтĕмлетрĕç

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕн активĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи прремĕш çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата иккĕмĕш çур çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлун кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев доклад турĕ. Ăна сÿтсе явма республикăн финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Фарида Муратова, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Федотов, Предпринимательсен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбыков хутшăнчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас