Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Ку сăн ÿкерчĕкре аппан хĕрĕпе Ленăпа пиччен ывăлĕ Слава тата Раççей Геройĕн Вера Волошинăн амăшĕ Клавдия Лукияновна Волошина сăнланнă. Вĕсене эпĕ 1977 çулхи утă уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск районĕнчи Крюково ялĕнче ÿкерсе илнĕ. Клавдия Лукияновнăпа эпĕ чылай вăхăт çыру çÿретнĕ.

Кам-ха вăл Вера Волошина? Унпа вулакансене те çывăхрах паллаштарас кăмăл çуралчĕ. Вера Даниловна 1919 çулта Щегловск хулинче /хальхи Кемĕр/ çуралнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çăмăл атлетикăпа тата гимнастикăпа кăсăкланнă. Вунă класс хыççăн Мускаври физкультура институтне вĕренме кĕнĕ. Çак вăхăтрах аэроклуба çÿреме тытăннă. Унсăр пуçне поэзипе, ÿкерес, тĕл перес тĕлĕшпе интересленнĕ.

Пĕрремĕш курс хыççăн хĕр йывăр чирленĕ. Çавна май институтра вĕренме пăрахнă, тăван тăрăхне таврăннă. Çапах та тăрăшулăхне кура юлташĕсемпе каллех Мускава пĕлÿ илме кайнă. Хальхинче коопераципе суту-илÿ институтне кĕнĕ. Шел те, унăн ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Малтанхи кунсенчех вăл тĕп хула таврашне окоп чавма çÿренĕ.1941 çулхи юпа уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, хĕвел анăç фрончĕн разведка уйрăмне лекнĕ.

Зоя Космодемьянскаяпа пĕр чаçра пулнă. Вĕсене пĕр шăпа кĕтнĕ: иккĕшне те пĕр кун — 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче — нимĕçсем çакса вĕлернĕ. Зойăна Петрищево ялĕнче, Верăна вара — Головково ялĕ çывăхĕнче. Иккĕшĕ те паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, анчах тăшмана парăнман. Вера Волошинăна малтан хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртнĕ. Ăна ял халăхĕ чыслăн пытарнă, ятне-шывне пĕлмен. Каярахпа унăн ÿтне Крюково ялĕнчи тăванла масар çине куçарнă. Г.Фролов писатель, журналист тăрăшнипе 1957 çулта çеç Вера Даниловнăн вил тăприне шыраса тупнă. Унăн паттăрла ĕçĕ те тăрă шыв çине тухнă. 1965 çулхи авăн уйăхĕнче Мускав çывăхĕнчи çапăçусене халалласа ятарлă мероприяти ирттернĕ. Малалла вулас...

Нина МИХАЙЛОВА, Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.