Паттăрлăхĕ вилĕмсĕр
Д.А.Фурманов писатель, граждан вăрçин комиссарĕ "Чапаев" романа çырман тата пĕртăван Васильевсем çавăн ятлă фильм ӳкермен пулсан пирĕн ентешĕн иксĕлми паттăрлăхĕ çинчен нумайăшĕ пĕл-местчĕ пулĕ. Николай Стуриков писатель çирĕплетнĕ тăрăх — асăннă фильма Шупашкарта кăтартсан шурсухалсем Борис Бабочкин артист сăнарĕнче тӳрех "Васятка Чапаева" палласа илнĕ. Каярахпа хăш-пĕр чăваш çыравçисем чаплă ентеше кĕнекесенче хăйсем пĕлнĕ пек сăнарлама пуçларĕç. Ача чухне Будайка урамĕсенче çара уран чупнă, каярахпа Атăл тăрăхĕнче шурă гвардеецсен сехрине хăпартнă паттăр начдив çинчен истори наукисен кандидачĕ А.В.Изоркинсăр пуçне тĕплĕн çыракан пулман тесен те юрать. Арсений Васильевич кĕнеке хатĕрленĕ чухне архиври документсемпе усă курнă, тăванĕсемпе, дивизи ветеранĕсемпе калаçнă. Сăмах май, хамăн диплом ĕçĕн ертӳçи парнеленĕ çав кĕнекене упратăп-ха.
Эпĕ, Шупашкар районĕнчи Хачăк ялĕнче тантăшсемпе йывăç хĕçсемпе "чапайла" вылянăскер, "Чапаев" фильма 5-мĕш класра чухне Ишлейри культура çуртĕнче пĕрремĕш хут куртăм. Каярахпа, вуннăмĕш класра туссемпе Мускава экскурсие кайсан, Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕп музейĕнче Чапаев тăхăннă буркăна, вăл çӳренĕ тачанкăна, шуррисене туранă хĕçне куртăм.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче стрелоксен 25-мĕш дивизийĕ Одессăна, Севастополе хӳтĕленĕ. 77 чапаевец Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, вĕсен йышĕнче чăвашсем те пур. Шупашкарта Чапаев скверĕнче начдив палăкĕ мăнаçлăн курăнса ларать. Ăна халалланă пысăках мар палăк И. Франко урамĕнчи паркра та пур. В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ халăха кирлĕ продукци кăларать. Республикăри 13 хуçалăх ун ячĕпе хисепленсе тăрать. Сăмах май, ывăлĕ, артиллери генерал-майорĕ Александр Васильевич Чапаев, ашшĕ çуралнăранпа 90 çул тултарнине уявлама килсен Муркаш районĕнчи Чапаев ячĕллĕ колхоза çитсе курчĕ. Ун чухне Пичет çуртĕнче журна-листсемпе тĕл пулчĕ. Ыйтусене хуравлама пуçласан ăна "Комсомольская жизнь" журналăн 1968 çулхи утă уйăхĕнче пичетленнĕ номерне кăтартрăм. Хуплашки çине артиллери çарĕсен капитанĕн тумне тăхăннă А.В.Чапаев сăнне пичетленĕччĕ. "Курман-çке эпĕ кăна", — терĕ вăл тĕлĕнсе автограф çырса панă май. Начдив ывăлĕ Воронежа хӳтĕлеме хутшăнни, паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслани çинчен каласа панăччĕ. Сăмах май, вăл çапăçнă вырăнсенче юлашки çулсенче мана та пулма тӳр килчĕ.
1967-1969 çулсенче эпĕ Саратов облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чухне политзаняти вăхăтĕнче çакнашкал калаçу, тавлашу тесен те юрать, пулса иртрĕ. Политзаняти ирттерекен Корчагин старшина манран Чăваш çĕршывĕ мĕнпе, кампа палăрса тăнине ыйтрĕ. Эпĕ А.Г. Николаев космонавта, В.И.Чапаева, Шупашкар ГЭСне, промышленноç тракторĕсен заводне тума пуçлани çинчен асăнтăм. "Йăнăшатăн: Чапаев Балаковăра çуралнă!" — килĕшесшĕн пулмарĕ çакскер. Кун пирки ун чухне наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ А.В.Изоркина çырса пĕлтертĕм. Вăл пулăшнипе Василий Чапаев вуннăра чухне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Балаковăна куçса кайнине аран ĕнентертĕм. Кун пирки тавлашăва текех пуçармасан та юрать пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен Василий Иванович Чапаев — пĕтĕм халăх паттăрĕ. Ахальтен мар Д.А.Фурманов ун пирки çапла çырса хăварнă: "Унăн ячĕ граждан вăрçин историне çутă çăлтăр евĕр кĕрсе юлать — тивĕçлипех те: унашкаллисем нумаях пулман".
Александр МОКИН.
Шупашкар хули.
Комментари хушас