Паттăрлăхĕ вилĕмсĕр
Д.А.Фурманов писатель, граждан вăрçин комиссарĕ "Чапаев" романа çырман тата пĕртăван Васильевсем çавăн ятлă фильм ӳкермен пулсан пирĕн ентешĕн иксĕлми паттăрлăхĕ çинчен нумайăшĕ пĕл-местчĕ пулĕ. Николай Стуриков писатель çирĕплетнĕ тăрăх — асăннă фильма Шупашкарта кăтартсан шурсухалсем Борис Бабочкин артист сăнарĕнче тӳрех "Васятка Чапаева" палласа илнĕ. Каярахпа хăш-пĕр чăваш çыравçисем чаплă ентеше кĕнекесенче хăйсем пĕлнĕ пек сăнарлама пуçларĕç.